Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнче йĕлтĕр спортне, скандинави уттине кăмăллакансем валли электричество çутипе тивĕçтернĕ трасса уçăлнă.

Ку вăл сывă пурнăç йĕркине тытакансемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Малалла вĕсем парка кăнтăр çутипе кăна мар, ĕç хыççăн та, каçхи вăхăтра, çемьепех пырса сывлăха çирĕплетме, канма, уçă сывлăшпа сывлама пултараççĕ.

Культурăпа кану паркне хăтлăх кĕртес ĕçсем «Комфортная городская среда» приоритетлă проект шайĕнче пурнăçланса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра унăн пĕрремĕш тапхăрĕ вĕçленнĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 31 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика