463531c3 6d21 4d2d a383 b7b7cb302a58

b7bc0f36 7063 4d65 aa43 f1b28393729d

Сентябрĕн 18-20-мĕшĕсенче Чăваш Енре Раççей Патшалăх Думин тата ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсен суйлавĕ иртрĕ. Суйлав кунĕсем йĕркене пăсмасăр лăпкă лару-тăрура иртрĕç. Вăрмар округĕнче пĕтĕмпе 29 суйлав участокĕ ĕçлерĕ. Суйлав комиссийĕсемпе влаç органĕсен, право хуралĕн сотрудникĕсен, сăнавçăсемпе обществăлла штаб членĕсен пĕрлехи çыпăçуллă ĕçĕ суйлава тĕрĕс-тĕкел ирттерсе яма май пачĕ. /Суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе хаçатри 4,5 страницăсенчи таблицăсем тăрăх тĕплĕн паллашма май пур\

Пинерти суйлав участокĕ ялти шкулта спорт залĕнче вырнаçрĕ. Шкула пырса кĕнĕ çĕрте хаваслă кĕвĕ янăрарĕ. Суйлав кунĕ уяв вырăнĕнчех пулчĕ кунта. «Çанталăкĕ аван паян. Ял çыннисем активлă хутшăнаççĕ суйлава. Комиссире 9 çын эпир. Вăтакас ял халăхĕ патне хамăр кайса сасăлаттаратпăр», - пĕлтерчĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Людмила Боредская. Пĕрремĕш кун 10 сехет тĕлне 31 çын сасăлама ĕлкĕрнĕ. Акă, 76 çулхи пенсионерка Зоя Петровна Михайлова ку хутĕнче те суйлавра активлăх кăтартрĕ. Пинерти шкулта нумай çул лаборант, библиотекарь пулса ĕçленĕскер кашни суйлава хутшăнмалли яваплăха лайăх туять. «Пĕрре те сиктерсе курман, килес тесех килетĕп хамăн сасса пама. Манăн кин те Ольга Геннадьевна Михайлова шкулта ĕçлет, кĕçĕн класс ачисене пĕлÿ парать. Суйлав кунĕнче паян та кунта вăл, сăнавçă ĕçне пурнăçлать», - пĕлтерчĕ Зоя Петровна. Чăнах та, пинерсем комисси членĕсем умĕнче черет тăрса бюллетеньсем илчĕç, туслăн сасăлава хутшăнчĕç. Пинерти суйлав участокĕнче сентябрĕн 20-мĕшĕнче уйрăмах савăнăçлă лару-тăру хуçаланчĕ. 50 çул пĕрле пурăнакан Арефьевсен çемйине ылтăн туй ячĕпе ăшшăн саламларĕç.

Тупах ялĕнчи 100 çулхи Анастасия Денисовна Егорова та çĕршывшăн çак пĕлтерĕшлĕ пулăмран айккинче юлма пултараймарĕ. Çамрăклăхне вăрçă çулĕсенче тылра йывăр ĕç ĕçлесе ирттернĕ çак хĕрарăм патриотлăх туйăмне палăртрĕ. «Эпĕ пурнăç тăршшĕпех ĕçленĕ, пурнăç тăршшĕпех хамăн çĕршыва ĕненнĕ. Манăн урасем утнă тата чĕре тапнă чухне эпĕ айккинче тăрса юлаймастăп. Манăн сасă — ку манăн фронтран таврăнманнисем умĕнче тав тунине пĕлтерни тата паянхи пурăнакансем умĕнче вĕрентсе калани те. Пурин те суйлава хутшăнмалла, йĕрке пур çĕрте те пулмалла», - тенĕ ветеран. Анастасия Денисовна суйлавсенчен нихăçан та тăрса юлса курман. Унăн активлă позицийĕ тата пурнăçа юратни — пирĕншĕн пуриншĕн те ырă тĕслĕх.

Суйлавра уйрăмах пĕрремĕш хут сасăлакансене тимлĕх уйăрчĕç, флешкăсем парнелерĕç. Вăрмар поселокĕнчи 1501 номерлĕ суйлав участокне студентсем чылай çитрĕç. «Тĕрĕссипе каласан, малтанах хумхантăм. Анчах суйлав участокĕнче пĕтĕмпех ăнлантарчĕç, йывăрри нимех те çук иккен. Кашни çыннăн сасăлава хутшăнмалла тесе шутлатăп, мĕншĕн тесен пирĕн тăван округ мĕнле пурăнасси, унăн пуласлăхĕ кашнин сассинчен килет», - терĕ Дмитрий Данилов студент.

Пысăк Енккассинчи суйлав участокĕпе пĕтĕмпе 268 сасăлавçă. Унсăр пуçне дистанци мелĕпе иртекен электронлă сасăлава хутшăнаканĕ — 53 çын. «Аслă ÿсĕмрисем ытларах суйлав участокне килсе хут бюллетеньсемпе сасăлама кăмăллаççĕ. Мăшăрсемпе килеççĕ. Бюджет тытăмĕнче вăй хуракансем ДЭГ мелĕпе сасăларĕç», - пĕлтерчĕ суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Ильинична. Пысăк Енккассинчи хисеплĕ ватăсем — 93 çулти Валентина Петровна Петрова, 91 çулти Юлия Макаровна Никонорова та культура çуртĕнче вырнаçнă суйлав участокне çитсе суйлава хутшăнма пултарчĕç. Маттур вĕсем чăннипех те!

Аслă Чакри 1507 номерлĕ суйлав участокĕ ялти библиотекăра ĕçлерĕ. Суйлав комиссийĕн председателĕ Елена Мельникова, ытти комисси членĕсем суйлава килекен кашни çынна ăшшăн кĕтсе илсе ырă кăмăллăн «Тавтапуç» тесе ăсатса ячĕç. Аслă Чакри хисеплĕ Михаил Петрович Ухин суйлав участокне хăйĕн хĕрĕпе Мария Михайловнăпа тата çулталăк та 7 уйăхри уйăхри мăнукĕпе Иванпа килчĕ /ÿкерчĕкре\. Мария Михайловна Мускавра пурăнать, декретлă отпускра ашшĕ-амăшĕ патне тăван яла килнĕ. «Мобильлĕ суйлавçă ку пирĕн», - терĕç ун пирки комисси членĕсем. Аслă Чак ялĕпе суйлава пĕрремĕш хут хутшăнакан 3 çамрăк иккен. Вĕсем виççĕшĕ те тĕрлĕ хулара вĕренекен студентсем, çавăнпа та ДЭГ мелĕпе сасăлама йышăннă. Комисси председателĕ Елена Мельникова хăй те дистанци мелĕпе электронлă сасăлава хутшăннă. Аслă Чак ял тăрăхне кĕрекен Атнаш, Кĕçĕн Чак, Хуруй, Пĕчĕк Енккасси ялĕсенче суйлав участокĕсем пулман. Çавăнпа та кунта ятарлă транспортпа кайса ял çыннисемпе тĕл пулса сасăлаттарнă.

Арапуç ялĕнчи 1503 номерлĕ суйлав участокĕнче те ĕçлĕ лару-тăру хуçаланчĕ. Комисси председателĕ Луиза Петровна Васильева пĕлтернĕ тăрăх, суйлав участокĕнче РФ Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин тăххăрмĕш созывĕн депутачĕсен суйлавне списокпа 716 суйлавçă, ЧР Патшалăх Канашĕн саккăрмĕш созыври депутачĕсен суйлавне 726 суйлавçă хутшăнмалла пулнă. Сасăлама килнисен хушшинче — пурнăç çулĕпе 53 çул алла-аллăн утакан хисеплĕ мăшăр Лидия Исааковнăпа Юрий Апполонович Ивановсем. Ивановсем — пур енчен те ырă тĕслĕхлĕ çемье. Юрий Апполонович 1975-1987 çулсенче «Путь Ильича» колхозра тĕп инженерта ĕçленĕ, 1987-2010 çулсенче Арапуç ял совечĕн председателĕнче тăрăшнă. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медальне, ытти наградăсене тивĕçнĕ. Лидия Исааковна пурнăçне медицинăпа çыхăнтарнă, 1975-2006 çулсенче Арапуçĕнчи участокри больницăра акушерка пулса ĕçленĕ. Тăрăшуллă ĕçĕ-хĕлĕшĕн ăна РФ Сывлăх сыхлавĕн министерствин Хисеп грамотипе, тĕрлĕ дипломсемпе, тав çырăвĕсемпе чысланă. Ивановсем икĕ ача — ывăлпа хĕр — ÿстернĕ, ура çине тăма пулăшнă, халĕ ултă мăнукĕпе, пĕр кĕçĕн мăнукĕпе савăнаççĕ. Палăртмалла, вĕсен хĕрĕ Наталия Юрьевна Спиридонова — суйлав комиссийĕн членĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи Обществăлла сăнавçăсен штабĕн членĕсем суйлав участокĕсене тухса çÿрерĕç, суйлав саккуна пăхăнса иртессине тимлерĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика