

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн Хушăвĕпе çак кунсенче харăсах икĕ ентеше хисеплĕ ят панă: Вăрмар муниципаллă округĕн архивĕн директорне Светлана Николаевна Николаевăна — «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ работникĕ», В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул педагогне Светлана Алексеевна Николаевăна — «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ».
Светлана Николаевна Николаева архив ĕçне чунпа суйласа çирĕм икĕ çула яхăн ĕнтĕ çак профессинче тăрăшать. Ĕç кун-çулне вăл 2004 çулта Обществăлла пĕрлешÿсен патшалăх тĕп архивĕнче пĕрремĕш категориллĕ специалист должноçĕнчен пуçланă. 2022 çулта Вăрмар округĕн архивне ертсе пыма пуçланă. Светлана Николаевна тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăран учреждени ĕçĕ-хĕлĕ ырă еннелле улшăннă, кăтартусем татах лайăхланнă. Архивăн пурлăхпа техника никĕсĕ çирĕпленнĕ, документсене упрамалли условисене хальхи саманапа килĕшÿллĕн йĕркеленĕ, фондсен учечĕ çирĕп пулса пырать.
Светлана Алексеевна Николаева В.Д. Николаев ячĕллĕ Мăнçырмари пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 30 çул ытла ĕçлет, акăлчан чĕлхине вĕрентет. Пин-пин урок ирттернĕ вăл, çĕр-çĕр ачана пĕлÿ парса акăлчан чĕлхипе туслаштарнă. Светлана Алексеевна вĕрентÿ процесне тĕрĕс йĕркелесе пынипе шкул ачисем пысăк конкурссенче мала тухаççĕ, çĕршыв шайĕнчи олимпиадăсенче, акăлчан чĕлхипе иртекен çамрăксен чемпионачĕсенче, халăхсем хушшинчи «Британский бульдог» конкурсра çĕнтереççĕ. Пĕтĕм Раççейри шкул ачисен олимпиадин çĕнтерÿçине хатĕрленĕшĕн аслă категориллĕ педагог Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хавхалантарăвне те тивĕçнĕ пулнă.
Светлана Николаевнăна тата Светлана Алексеевнăна пысăк наградăпа саламлатпăр, малашне те çитĕнÿсем тума сунатпăр!
Ирина ДАНИЛОВА хатĕрленĕ
