ec11a885 5e3c 4192 a8c5 de716d798305

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ шайĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн команди иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче ĕçлерĕ.

Çĕнĕ Мăнтăрта пурăнакансем — ватăсемпе çамрăксем — «Сывлăх патне утăм» проекта кăмăлпах хутшăнчĕç, ялти фельдшерпа акушер пункчĕпе хирĕç лартнă шатерта хăйсен сывлăхне тÿлевсĕр, вăрăм черет тăмасăр тĕрĕслеттерме пултарчĕç. Вăрмарти тĕп больницăн опытлă специалисчĕсем пациентсене хапăл туса йышăнчĕç. Тухтăрсемпе медицина сестрисем кĕске вăхăт хушшинче 131 çыннăн сывлăхне тĕпчерĕç.

«Сывлăх пунктĕнче» артерири юн пусăмне, куçри пусăма, кĕлетке çÿллĕшĕпе йывăрăшне виçме, кĕлетке массин индексне палăртма, юнри сахăр тата холестерин виçине пĕлме, ЭКГ, флюорографи, маммографи тĕрĕслевĕ тухма май пулчĕ. Специалистсем сывă пурнăç йĕрки тата сывă апатлану пирки консультацисем ирттерчĕç, хăш-пĕр пациента сывлăхне тарăнрах тĕрĕслеттерме направлени те пачĕç.

Аса илтеретпĕр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн «Сывлăх патне утăм» проекчĕ «Вăрăм та хастар пурнăç» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Кăçалтан вара çак проектăн тепĕр направленийĕ те — «Кардиопуйăс» — хута кайнă. Çак кунсенче сывлăх пуйăсĕ Вăрмар районĕнчи тĕп больницăна çитсе кайнă. Тухтăрсен мобильлĕ бригадинче Шупашкар хулинчи медицина организацийĕсенчи икĕ кардиологпа икĕ невролог пулнă.

Палăртмалла, «Сывлăх патне утăм» проект кăçал çĕнĕлле ĕçлесе кайнă хыççăн республикăри специалистсем Вăрмар округне унччен те килсе кайнăччĕ. Июнь уйăхĕнче кунта «Ача-пăча тухтăрĕ» ĕçленĕ, 237 çамрăк пациента йышăннă, 15 ачана Шупашкар хулине сипленме янă.

Халĕ, акă, çитĕннĕ çынсем патне те черет çитнĕ. «Кардиопуйăс» ĕçĕ-хĕлĕ чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсене малтанхи тапхăрта тупса палăртассипе çыхăннă. Пациентсене регистрациленĕ, анализ илнĕ, ЭКГ тĕрĕслевĕ тунă. Пурĕ 101 пациентăн сывлăхне тĕрĕсленĕ. Кардиологсем патĕнче йышăнура 47 çын, неврологсем патĕнче — 54 çын пулнă. 37 пациента хушма тĕрĕслевсем ирттерме Шупашкара направленисем панă.

Вăрмар округĕнче пурăнакансем, уйрăмах ватăсем, «Кардиопуйăс» килнипе тухăçлă усă курнă. Çапла пулмасăр, вĕсем Шупашкара каймасăрах республикăри специалистсем патĕнче сывлăхне тĕрĕслеттерме пултарнă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Сентябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика