Чăваш Ен экономикин ÿсĕмĕ çирĕп
Чăваш Ен Правительство çуртĕнче республикăн 2026 çулхи январь-август уйăхĕсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн тата бюджет мĕнле пурнăçланнин малтанхи итогĕсене сÿтсе явнă. ЧР Финанс министерствин даннăйĕсем тăрăх, сентябрĕн 1-мĕшĕ тĕлне республика бюджечĕн тупăшĕ 99 млрд тенкĕрен те иртнĕ. Ку вăл, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 1,5 хут ытларах. Çав вăхăтрах харпăр хăй тупăш 1,6 хут ÿссе 73,1 млрд тенкĕпе танлашнă. Хушма çăлкуçсенчи укçа-тенкĕпе республика Правительстви тĕп задачăсене пурнăçлать. Бюджет расхучĕсен планне кĕртнĕ 79 млрд тенкĕрен 55,5 млрд тенкине социаллă тата культура сферине янă. Экономика отраслĕсене аталантарма — 13,6 млрд тенкĕ, ЖКХ инфратытăмне çирĕплетме — 2,6 млрд тенкĕне яхăн уйăрнă.
Ярмăркка
Йăлана кĕнĕ «Кĕр парнисем — 2026» ярмăрккасем кăçал сентябрĕн 12-мĕшĕнче пуçланнă, октябрĕн 4-мĕшĕччен тăсăлаççĕ.
Республикăра пурăнакансемшĕн, Чăваш Ен хăнисемшĕн меллĕ пултăр тесе суту-илÿ вырăнĕсене харăсах 49 çĕрте уçнă: хуласенче те, округсенче те. Пахча çимĕçе, ытти продукцие тÿррĕнех производительсенчен кашни кану кунĕнче — шăматкунсерен тата вырсарникунсерен — туянма май пулĕ. Ярмăрккăсене хăйсен таварне вырăнти фермерсемпе уйрăм çынсем те, пысăк предприятисем те илсе тухĕç. Хăнăхнă ĕнтĕ: «Кĕр парнисем» лавккаринчен йÿнĕрех пулнипе уйрăлса тăраççĕ. Суту-илÿ вырăнĕсене фермерсене тата килти хушма хуçалăхпа ĕçлекенсене тÿлевсĕр параççĕ.
«Çак лапамсем хуçалăхăн пĕчĕк формисемшĕн курăмлă пулăшу пулса тăраççĕ, çавăн пекех халăха паха ял хуçалăх продукцийĕпе тивĕçтерме май параçççĕ», - тенĕ вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев.
Лару-тăру стабиллĕ
Чăваш Республикинчи ĕçлев рынокĕнчи лару-тăру стабиллĕ. Регистрацине илнĕ ĕçсĕр граждансен шучĕ кăçалхи сентябрĕн 21-мĕшĕ тĕлне 2416 çынпа танлашать. Регистрациленĕ ĕçсĕрлĕх шайĕ ĕçлекеннисен шайĕпе танлаштарсан — 0,4%. Кăçал 5032 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ, 14-18 çулсенчи çамрăксенчен — 9628 çынна.
Чăвашстат даннăйĕсем тăрăх, пĕтĕмĕшле ĕçсĕрлĕх шайĕ 2026 çулхи май-июль уйăхĕсенче 1,6% пулнă.
Ĕçлев хуралĕ
Раççей Ĕçлев министерстви йĕркеленипе 2026 çулхи октябрĕн 7-мĕшĕнче 12:00 сехетре «Ĕçлев хуралĕ тата ĕçри хăрушсăрлăх» темăпа Пĕтĕм Раççейри тестировани иртет. Унта хутшăнни кашнинех килтен е офисран тухмасăрах хăйĕн пĕлĕвне тĕрĕслеме май парать, интернет кăна пултăр. 30 минут хушшинче 20 ыйтăва хуравламалла. Ĕçлев хуралĕ облаçĕнчи саккунсен нормисем, производствăри хăрушсăрлăх правилисем, авариллĕ лару-тăрура хамăра мĕнле тытмалла, профилактика мерисем — ыйтусем çак темăсемпе çыхăннă. Тестированине çул çитнĕ çынсем пурте хутшăнма пултараççĕ.
Ĕçпе тивĕçтереççĕ
2026 çулта Чăваш Республикинче инвалидлăхлă çынсене ĕçпе тивĕçтерес мерăсен тулли комплексĕ ĕçлет. Инвалид ĕçе вырнаçас тет пулсан унăн ĕçпе тивĕçтерекен центра пымалла. Специалистсем профориентаци енĕпе пулăшаççĕ, реабилитацин тата абилитацин уйрăм программисене шута илсе вакансисем тупса параççĕ, ĕçе вырнаçичченех юнашар пулаççĕ. Енчен те инвалида çĕнĕ ĕçе хăнăхма йывăр пулсан, кун пек чухне те ĕçпе тивĕçтерекен центрăн специалисчĕсем пулăшу тата тĕрев пама хатĕр.
Çавăн пекех «Раççейри ĕç» пĕрлехи цифра платформинче те ĕç тупма пулать. Унта инвалидлăхлă çынсене валли ятарлă вакансисен банкне вырнаçтарнă.
Цифра платформи хута кайнă
Раççей Цифра министерстви хута янă «Госуслуги. Моя школа» вĕрентÿ цифра платформи 2026 çулхи сентябрь уйăхĕнчен Чăваш Республикинчи шкулсенче те ĕçлеме пуçланă. Унпа регионта пурăнакан 79 пин ытла çын усă курма тытăннă та ĕнтĕ. Вĕрентÿ сервисĕн ĕçĕ «Даннăйсен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕ шайĕнче пурнăçланать. Платформа вĕренекенсене, ашшĕ-амăшĕсене тата педагогсене хăрушсăр пĕрлехи цифра уçлăхĕнче пĕрлештерсе тăрать. Унта шкул ачисен вĕренÿри, спортри, обществăлла ĕçсенчи çитĕнĕвĕсене курма, унсăр пуçне уроксен расписанийĕпе, киле панă ĕçсемпе, паллăсемпе тата ыттипе те паллашма пулать.
Демографи лару-тăрăвне лайăхлатмалли мерăсем
Чăваш Республикинче демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе тĕрлĕ ĕçсем, пулăшу мерисем пурнăçланаççĕ. Республика Правительстви ачаллă çемьесене пулăшмалли регионти мерăсене анлăлатса пырать. Тĕслĕхрен, «Çемье» наци проекчĕ шайĕнче пĕчĕк ачаллă çемьесене пулăшаççĕ. Чăваш Енре, çав шутра Вăрмар округĕнче те, ача-пăча хатĕрĕсен прокачĕн пункчĕсем ĕçлеççĕ. Ашшĕ-амăшĕсем çак пунктсене пырса вăхăтлăх усă курма коляска, кравать, автокресло, манеж, çуна тата ыттине те илме пултараççĕ. Унсăр пуçне регионта 1-3 çулсенчи ачасене кĕске вăхăт хушши пăхмалли ушкăнсем ĕçлеççĕ. Республикăра амăшĕ пулма хатĕрленекен студентсене те пулăшу кÿреççĕ, пĕр хутчен паракан 100 пин тенкĕлĕх тÿлевпе тивĕçтереççĕ.
Финанс пĕлÿлĕхĕ — мĕн пĕчĕкрен
Вăрмарти халăха социаллă пулăшусемпе тивĕçтерекен комплекслă центрта финанс пĕлÿлĕхĕ енĕпе заняти иртнĕ. Финанс ыйтăвĕсем çăмăл мар, ачасене ку темăна вăйă урлă ăнлантарсан лайăхрах. Çавăнпа вĕсен финанс пĕлÿлĕхне ÿстерме «Фунтике пулăшар» заняти ирттернĕ. Мероприяти вăхăтĕнче ачасем ырă кăмăллă Фунтик сысна çурин мыскараллă çулçÿревне аса илнĕ, унăн тĕслĕхĕ çинче «чыс», «перекетлĕх» ăнлавсене тишкернĕ, ултавçăсен серепине лекес мар тесен хамăра мĕнле тытмаллине сÿтсе явнă. Çакăн евĕр занятисем ачасене мĕн пĕчĕкрен укçа-тенкĕпе тĕрĕс усă курма вĕрентеççĕ.
В целях борьбы с коррупцией
В Чувашском государственном университете им. И.Н.Ульянова для приема устных обращений граждан по фактам коррупции и вымогательства, конфликта интересов, нарушения должностными лицами требований к служебному поведению действуют телефоны “горячей линии” (8352) 58-31-93, (8352) 58-36-63, (8352) 58-46-04.
Качество жизни населения — главный приоритет
Закон о Стратегии социально-экономического развития Чувашии до 2035 года был принят на очередной 46 сессии Госсовета Чувашской Республики.
Стратегия разбита на три этапа. На первом предстоит восстановить темпы экономического роста и преодолеть последствия пандемии. Затем нарастить темпы за счет активизации инвестиционной деятельности. Повышение и улучшение качества жизни граждане почувствуют на третьем этапе, когда будут реализованы крупные инфраструктурные проекты.
Здесь были озвучены ряд ключевых для населения показателей: рост средних зарплат в три раза, снижение безработицы до 0,55% и уровня бедности до 9%, увеличение продолжительности жизни до 80,7 лет.
Инновационное развитие промышленности республики
Эксперты отмечают, что промышленный комплекс республики демонстрирует устойчивый рост. За последние пять лет промышленное производство увеличилось более чем на 54%, значительно опередив среднероссийские показатели. Чувашия поднялась в сводном рейтинге регионов России на 11 строчек, заняв 13-е место. Ключевыми драйверами роста стали производство электронных и оптических изделий, машин и оборудования, а также металлургическое производство. При этом доля высокотехнологичной и наукоёмкой продукции в валовом региональном продукте достигает 35%. По доле занятых в высокотехнологичных отраслях республика занимает 5-е место в России, а по инновационной деятельности — 9-е место.
Молодежная школа толерантности
Проблема межнациональных отношений и межэтнической толерантности в современной России относится к числу актуальных. Наиболее остро это проявляется в молодёжной среде. Общество должно хорошо понимать меру своей ответственности за проблемы воспитания населения в духе взаимного уважения и национальной терпимости, стремления к постижению истории, культуры и национальных особенностей народов, веками проживающих по соседству. Россия является одним из крупнейших многонациональных государств современного мира, объединившим разные национальности, обладающие своей неповторимой культурой. Важно осознать, что проблема межнациональных отношений и национальных меньшинств чрезвычайно сложна, её решение требует мобилизации всего государственного аппарата, системы школьного и высшего образования, институтов гражданского общества. А организации молодёжной школы толерантности явится важным шагом в создании и апробации модели межкультурного взаимодействия молодёжи, в процессе формирования гражданского общества, воспитания молодёжи в духе уважения к культурам разных нардов, что создаст фундамент для формирования социально активной молодёжи, увеличит ее гражданскую активность.
