"Раççей йĕлтĕр йĕрĕ- 2019" спорт ăмăртăвĕ Вăрмар районĕнче кăçал февралĕн 9-мĕшĕнче поселокри Культурăпа кану паркĕнче иртет. Ăмăрту 11 сехет те 45 минутра уçăлать, 12.00 сехетре пуçланать. Çак йĕлтĕр ăмăртăвне пур кăмăл тăвакан та тухтăрсем ирĕк парсан хутшăнма пултарать.

ПĔРРЕМĔШ УШКĂНРА

VIP- ушкăнра организацисемпе предприятисен руководителĕсем - арçынсемпе хĕрарăмсем 2019 метр чупаççĕ;

ИККĔМĔШ УШКĂНРА

2011-2012 çулсенчи шкул çулне çитмен ачасем 500 метр чупаççĕ;

ВИÇÇĔМĔШ УШКĂНРА

2009-2010 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем 1 км чупаççĕ;

ТĂВАТТĂМĔШ УШКĂНРА

2007-2008 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем 1 км чупаççĕ;

ПИЛЛĔКМĔШ УШКĂНРА

2005-2006 çулсенчи арçын ачасемпе хĕрачасем 1 км чупаççĕ;

УЛТТĂМĔШ УШКĂНРА

2003-2004 çулсенчи каччăсем 2 км, хĕрсем — 1 км чупаççĕ;

ÇИЧЧĔМĔШ УШКĂНРА

2001-2002 çулсенчи каччăсем 3 км, хĕрсем — 2 км чупаççĕ;

САККĂРМĔШ УШКĂНРА

1999-2000 çулсенчи каччăсем 3 км, хĕрсем — 2 км чупаççĕ;

ТĂХХĂРМĔШ УШКĂНРА

Арçынсем: 29, 30-39, 40-49, 50-59 çултисем – 2 км, 60-69, 70-75, 76 çултисем тата аслăраххисем 1 км чупаççĕ;

ВУННĂМĔШ УШКĂНРА

Хĕрарăмсем: 29 çул тултарманнисем, 30-39 çултисем - 2 км, 40-49, 50-59, 60-69, 70 çултисем тата аслăраххисем - 1 км чупаççĕ.

Кашни ушкăнри çĕнтерÿçĕсемпе призерсене дипломсемпе, медальсемпе, хаклă парнесемпе чыслаççĕ.

Хăш-пĕр сăлтавсене пула стартпа финиш вăхăчĕ, дистанцисем, ăмăртăвăн пĕтĕмĕшле вăхăчĕ улшăнма пултараççĕ.

Йĕркелÿ комитечĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика