А.ВАСИЛЬЕВ, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ:

«Юнкун РФ Президенчĕ В.Путин РФ Федераллă Пухăвне черетлĕ Çырупа тухрĕ. Ку хутĕнче РФ Президенчĕ В.Путин çĕршывăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн, тепĕр майлă каласан шалти лару-тăру ыйтăвĕсем çине уйрăмах тимлĕх уйăрчĕ. Раççейре пурăнакансен пурнăç условийĕсене, çĕршыври демографи лару-тăрăвне лайăхлатас, çемье институтне çирĕплетес енĕпе çывăх вăхăтра конкретлă ĕçсене пурнăçа кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. РФ Президенчĕ В.Путин Çырура пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа çемьере виççĕмĕш е ун хыççăнхи ачасем çуралаççĕ пулсан çемьен ипотека кредитĕнчен 450 пин тенкине федераци бюджетĕнчен тÿлеме йышăннă. Çапла майпа амăшĕн капиталĕпе тата çак суммăпа усă курса çемье ипотека кредитне 900 пин тенкĕ таранччен тÿлесе татма пултарĕ.

Сывлăх сыхлавĕн, вĕрентÿ сферисенчи çивĕч ыйтăва — кадрсем çитменнине татса памалли мерăсем вăя кĕрессине те пĕлтерчĕ. «Земство тухтăрĕ» программăна малашне ялсенче е пĕчĕк хуласенче ĕçлекен 50 çул урлă каçнă специалистсем те хутшăнайрĕç. Тухтăрсем 1 миллион, фельдшерсем 500 пин тенкĕ илейрĕç. Çавăн пекех ялти шкулсене ĕçлеме килекен вĕрентекенсем валли те çакăн евĕр программăна пурнăçа кĕртесси пирки пĕлтерчĕ. Вăл «Земский учитель» ятлă пулĕ. Шкула ĕçлеме килекенсем 1 миллион тенкĕне тивĕçĕç.

РФ Президенчĕ В.Путин хăйĕн Çырăвĕнче палăртнă çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕни тÿрремĕнех пирĕн районта та кадрсем çитмен ыйтăва татса парасса, демографи лару-тăрăвне лайăхлатасса шанатпăр».

 

Н.ПАВЛОВ, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕррĕмеш заместителĕ, организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пай начальникĕ:

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Торжествăлла мероприятие Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăннă. Раççейшĕн пĕлтерĕшлĕ çыру В.Путиншăн 15-мĕш тата Раççей историйĕшĕн 25-мĕш пулнине тĕрлĕ çăлкуçсенчен пĕлтĕмĕр. Çырура, пĕтĕмĕшле илсен, Раççейре пурăнакан халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли майсем пирки тата политика ыйтăвĕсене тĕпе хунă. В.Путин: «Раççей халăхĕ пур йывăрлăха та çĕнтерсе малалла, çирĕппĕн кайма пултарать. Шанчăклă çынсем ытларах пурăнаççĕ кунта. Хамăр малашлăха эпир хамăрах туптатпăр. Пирĕн ача амăшĕсене пур енлĕн пулăшса пымалла. Нумай ачаллă çемьесене пурăнма тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем туса памалла, пĕчĕк ачасем валли ача сачĕсем хăпартса лартмалла, пенси виçине тата ĕç укçине тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлемелле», - тесе калани пурне те килĕшрĕ пулĕ тесе шутлатăп. Социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай проектсем пурнăçа кĕрсе пыни çинчен, пурнăçламаллисем татах та нумаййи пирки те чарăнса тăчĕ В.Путин.

Агропромышленноç комплексĕ те çĕршывра аван аталанма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕнче пĕтĕмпех вырăнти халăх тăрăшнипе пулнине палăртрĕ. «Пире кашни çын хаклă, çавăнпа та çыннăн пурăнас кун-çулне тăсма çителĕклĕ таран условисем туса памалла» - терĕ В.Путин. Евросоюз Раççее хирĕç санкци тăратнă пулин те ытти çĕртен пирĕн пата таварсем килсех тăчĕç. Çавна кура конкуренци палăрмаллах ÿсни пирки те каларĕ Владимир Владимирович. Вăл каланинчен Раççейре ял хуçалăх отраслĕ аталансах пыни палăрать. Хамăр туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе вырăнти халăха тивĕçтермеллине те каларĕ».

 

З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ:

«Раççей Президенчĕ В. Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. Çавна май граждансен пурнăç шайĕ çитес вăхăтра лайăхланса пымалла. Кунта чи малтанах çемье институтне çирĕплетмелле, ачасен çураласлăхне пысăк тимлĕх уйăрмалла, аслă ăрăва хисеплемелле, йăх-несĕле ăруран ăрăва аталантарса пымалла. «Эпир çемье хаклăхĕсене пурнăçа кĕртессипе хамăр енчен мĕн кирлине пĕтĕмпех пурнăçлăпăр», - терĕ В.Путин Çырупа паллаштарнă май. «Раççейре пурăнакан çемьесен тупăш пайĕ ÿссе пымалла. Ку тĕп задачăсенчен пĕри. Çавна май ку енĕпе тивĕçлĕ решени йышăнмалла. Тĕп вырăнта - çемьесене налук тĕлĕшĕнчен çăмăллăхсем парасси. Çемьере мĕн чухлĕ ача ытларах, çавăн чухлĕ налук тÿлесси сахалтарах пулмалла», - тесе палăртрĕ В.Путин. Нумай ачаллă çемьесене тĕлĕ енлĕ çăмăллăхсем парса пулăшу кÿни ман шутпа, Раççейре демографи лару-тăрăвне лайăхлатма пулăшĕ. Районсемпе хуласене комплекслă аталантармалли программăна та пурнăçа анлăн кĕртмеллли çинчен палăртса хăварчĕ РФ Президенчĕ В.Путин. Пурăнмалли çурт-йĕрсемпе пĕрлех поликлиникăсем, шкулсем, ача сачĕсем, спорт площадкисем ытларах хăпартмалла. Ача сачĕсем хăпартнипе пĕрлех 2021 çул тĕлне яслисем тăвас ыйтăва тĕпрен татса памалли çинчен те пулчĕ калаçу. Çавăн пекех асăннă Çырура «Земский доктор» программа пурнăçа кĕрсе пынипе пĕрлех «Земский учитель» программа та пурнăçа кĕмеллине палăртрĕ В.Путин. Ял хуçалăх отраслĕнче те курăмлă çитĕнÿсем пур. Пысăк пахалăхлă тулă туса илессипе эпир малтисен ретĕнче пулни савăнтарать. Иртнĕ çул 44 миллион тонна пахалăхлă тĕш-тырă ют çĕршывсене сутнă. Тĕп тĕллевсенчен пĕри — ял тăрăхĕсенче пурнăç условийĕсене лайăхлатасси. Çавна май ял территорийĕсене аталантарассипе çĕнĕ программăсене пурнăçа кĕртме палăртни чăннипех те ырă пулăм тесе шутлатăп».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика