Мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикинче, çав шутра Вăрмар районĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртет. Унăн тĕп теми: РФ Президенчĕн В.Путинăн РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ. Çавăн пекех Чăваш Республикинче цифрăллă эфир телевиденийĕ çине куçассипе, çурхи уй-хир ĕçĕсене ирттерме хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене те пăхса тухĕç.
Хальхинче информушкăн членĕсем Кавал, Кĕтеснер, Кĕлкеш, Мăнçырма, Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе явĕç.