Çуркунне — илемлĕ вăхăт. Çутçанталăк вăрăм хĕл хыççăн вăранса чĕрĕлет, кайăксем юрăсем шăрантараççĕ, ешĕл курăкпа тĕрлĕ тĕслĕ чечексем куçа илĕртеççĕ, анчах вĕсемпе пĕрлех юр айĕнчен ăпăр-тапăр, çÿп-çап, пĕлтĕрхи хыт-хура тухаççĕ. Çавăнпа тавралăха тасатса тирпейлесси кашнин тивĕçĕ шутланать. Пирĕн районта, çав шутра Вăрмар поселокĕнче те, уйрăм кил хуçалăхĕсен хуçисем кăна мар, тĕрлĕ учрежденисемпе организацисен, предприятисен ĕçченĕсем çак кунсенче тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе тăрăшса вăй хураççĕ. Районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлекенсем те ыттисенчен юлмасăр редакци территорине тирпейлерĕç, картишне, сад-пахчана кĕреплесе, шăпăрпа шăлса тасатрĕç, ăпăр-тапăра пуçтарчĕç. Пĕрле туслăн ĕçлесен ĕçĕ те хăвăрт пулать, нумай та вăхăт иртмерĕ — йĕри-тавра тирпей-илем хуçланма пуçларĕ. Пăхма кăмăллă!

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Октябрь 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 1 2 3 4
5 6 7 8 9 10 11
12 13 14 15 16 17 18
19 20 21 22 23 24 25
26 27 28 29 30 31 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика