Çак кун пĕтĕм Раççей халăхĕ хăйĕн тăнăçлăхне, ĕçлĕхлĕхне, пĕршухăшлăхне пĕлтерсе демонстрацисем ирттереççĕ. Çав шутра пирĕн Вăрмар районĕнче те Çуркуннепе Ĕç уявне халалласа савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Унта хутшăннă хăш-пĕр çынсен шухăш-кăмăлне ытса пĕлтĕм:

Н.Иванова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ: çак уяв пирки калас пулсан ăна 300 çул ытла каяллах — Петр патша чухнех паллă тунă. Çак ырă йĕрке паянхи кунчченех тăсăлни вăл Раççей халăхĕ яланах пĕршухăшлине, ĕçлеме юратнине пĕлтерет. Ĕç çынни пирĕн çĕршывра пысăк вырăн йышăнать. Раççей умĕнче тĕрлĕ йывăрлăхсем килсе тухсан та вăл халăхăн пĕршухăшлăхне кура никам умĕнче те пуçне усмасть. Çавăнпа та çак уявăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Эпир хамăр коллективпа пĕрле кашни çулах уява пысăк хавхаланупа хутшăнатпăр, хамăрăн пĕршухăшлăха пĕлтеретпĕр. Уяв ячĕпе сире, пурне те.

В.Волкова, райадминистрацин ЗАГС пайĕн начальникĕ: Майăн 1-мĕшĕ маншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв, мĕншĕн тесен çак вăхăтра çутçанталăк чĕрĕлсе малашлăх пуррине пĕлтерет, çуркунне пĕтсе çу кунĕ пуçланать. Йĕри-тавра ĕç шавĕ кĕрлет. Çак уява эпĕ хам астăвассах - ачаранах хутшăнатăп. Маншăн вăл чи кĕтнĕ уявсенчен пĕри — пĕршухăшлăха пĕлтерекен праçник.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика