Çуркуннехи юлашки уйăхăн пĕрремĕш кунне — Май уйăхĕн пĕрремĕшĕнче Раççей халăхĕ Çуркуннепе Ĕç уявне паллă тăвать. Çуркуннехи çак уяв ĕçе мухтать, тăван ен ырлăхĕшĕн вăй хума хавхалантарать. Тÿрĕ кăмăлпа яваплăха туйса ĕçлени кашни çын тата çемье пурнăçĕн пахалăхĕн шайне ÿстерет, обществăна ăнăçлă аталанма май парать, республика хăватне çĕклет. Çутçанталăк чĕрĕлнĕ, хĕвел вăйлăрах пăхнă вăхăтра ĕç халăхĕ хаваслă кăмăл-туйăмпа митинга тухать. Вăрмар поселокĕнчи тĕп площадьре те уяв ячĕпе савăнăçлă мероприяти иртрĕ. Ĕç çыннисене саламлама сцена çине чи малтанах Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ — организаципе контроль тата кадрсемпе ĕçлекен пайăн начальникĕ Н.Павлов, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков, Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин Управленийĕн начальникĕ Н.Иванова хăпарчĕç. Кашниех вĕсем çын пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăн йышăннине, пурне те ăс-хакăлпа укçа-тенкĕ тĕлĕшĕнчен те кăмăллă пурăнма май параканĕ пулнине палăртрĕç. «Майăн пĕрремĕшĕ тĕрлĕ ÿсĕмри темиçе ăру çыннисене пĕрлештерекен чи юратнă уявсенчен пĕри. Мир, май, ĕç — çак виçĕ сăмахăн пĕлтерĕшĕ пире вăйлăрах пулма хавахалантарать. Пурне те çирĕп сывлăх, лайăх-кăмăл туйăм сунатăп!», — терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев район халăхне саламланă май. Çавăн пекех уяв ячĕпе РФ халăх вĕрентĕвĕпе ăслăлăх ĕçченĕсен Вăрмар районĕнчи профсоюз организацийĕн председателĕ Е.Николаева, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ — строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕ, патшалăх учрежденийĕсенче ĕçлекенсен профсоюз организацийĕн председателĕ Н.Иванова, райадминистраци пуçлăхĕн заместителĕ — ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн начальникĕ, ял хуçалăх ĕçченĕсен профсоюз организацийĕн председателĕ Н.Николаев ĕççыннисене Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламларĕç, пурне те çирĕп сывлăх, татулăх сунчĕç.
Юлашкинчен Вăрмарти Культурăпа кану çурчĕн ĕçченĕсем хаваслă концертпа савăнтарчĕç.
{gallery}albums/May{/gallery}
Э.МИХАЙЛОВА.