Черетлĕ хут Аслă Çĕнтерÿ уявĕ Вăрмар районĕнчи яваплă çынсене, руководительсене, предприятисемпе организацисен, учрежденисен ĕçченĕсене, шкул ачисене, çамрăк армеецсене, районта пурăнакан ытти çынсене 9 сехетре районти тĕп поликлиника çурчĕ умĕнче пуçтарчĕ. Çак вырăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк, мĕншĕн тесен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин синкерлĕ кунĕсенче районта пурăнакансем фронта шăпах çакăнтан тухса кайнă. Поликлиника стени çине çак пулăма халалласа вырнаçтарнă Асăну хăми умне яваплă çынсем чĕрери чи аслă туйăмсемпе яланхи пекех паян та чечексем пырса хучĕç.
Унтан пухăннисем колоннăсем йĕркелесе Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ патнелле çул тытрĕç. Малта ялавсем, гирляндăсем çĕкленĕ çамрăк армеецсем, вĕсем хыççăн вăрçă вăхăтĕнчи техникăна сăнлакан автомашинăсем пычĕç, вĕсем çинче вара — çар тумĕллĕ çынсем.
Чăваш Енре 7-мĕш хут иртекен «Вилĕмсĕр полк» акци пирĕн районта та вăй илсе пыни куçкĕрет. Колоннăсенче пыракансем Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă тăванĕсен, çывăх çыннисен портречĕсене çĕклесе пычĕç. Тĕп площадь патне çитеспе, çул тăваткĕтеслĕхĕнче, утакансем Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул йĕркеленĕ колоннăпа тĕл пулчĕç. Çапла колоннăсем Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне çитнĕ тĕле çын татах хутшăнчĕ.
Паянхи хĕвеллĕ те ăшă кун, янкăр кăвак тÿпе айĕнче, тавралăх ешерме пуçланă чухне Аслă Çĕнтерÿ уявне халалланă мероприяти — колоннăсем утни — ытти чухнехинчен те мăнаçлăн курăнчĕ. Пĕр-пĕринпе хаваслăн калаçакан çынсем, халĕ пурăнакан ăру, аслисем, ачасем пирĕн çĕршывшăн чи паллă уявăн калама çук пысăк пĕлтерĕшне чунпа туйни вĕсен сăнĕсенченех палăрчĕ.
{gallery}albums/2019.09.05.1{/gallery}
И.ДАНИЛОВА.