Г.Егоров, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ: «Хăйсене шеллемесĕр Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă паттăр салтаксене, тылра туптаннă, вăй-халтан кайиччен станоксем умĕнче ĕçленĕ, колхоз уй-хирĕнче тар тăкнă ветерансене хисеплесе пулакан праçнике кашни çулах хутшăнатăп. Çакă вăл маншăн хамăн несĕлĕмĕрсене манманнине, ĕмĕр асăмра тытнине пĕлтерет тесе шутлатăп. Халĕ Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннисен йышĕ чаксах пырать пулин те вĕсен чапĕ ĕмĕрлĕх. Пирĕн мĕн пуррине упрамалла. Çамрăксене çарпа патриотизмла туйăма хăнăхтарса Тăван çĕршыва юратма ăс парса пымалла».

Г.Боредский, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ: «Аслă Çĕнтерÿ пире 74 çул савăнтарать. Эпир геройсен вилĕмсĕр паттăрлăхне асра тытса çак кун пурте пĕр çĕре пухăнатпăр. Пĕр чăмăра пĕрлештерсе тăракан уявра чылайăшĕ ассăн сывласа иртнине аса илет, теприсем хăйсен килĕсенчен çапăçу хирне тухса кайса паттăрсен вилĕмĕпе вилсе пуçĕсене хунисене асăнса çурта та çутаççĕ. Кирек мĕн чухлĕ вăхăт иртсен те вăрçă нушисене чăтса ирттернисем каласа панисем пуçран тухмаççĕ. Пирĕн тÿпе яланах янкăр та таса пултăр, никамăн та вăрçă нушисене курмалла ан пултăр».

В.Петрова, тивĕçлĕ канури ĕç ветеранĕ: «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсемпе тыл ĕçченĕсене, Афган, Чечен çĕрĕ çинче пуçĕсене хунисене хисеплесе ирттерекен демонстрацие хутшăнни маншăн пысăк хисеп. Чи хаклă та паллă кун куç умне тÿрех эпир киносенче çеç куракан сăнар тухса тăрать. Вăрçă çинчен кино курма та çав тери йывăр, чăн-чăн çапăçура мĕнле чăтнă-ши текен шухăш пуçра çаврăнать. Сисмесĕрех куçсем шывланаççĕ. Манăн анне, Елена Захаровна Шишкина, вăрçă вăхăтĕнчи çулсенче ырми канми ĕçлесе тĕрлĕрен наградăсене тивĕçнĕ, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă. 95 çула çитнĕ пулин те хăйне çирĕп тытать. Унăн чи кĕтнĕ праçникĕ 9-мĕш май - Çĕнтерÿ кунĕ».

Ю.Ларионов, Афганистара пулнă салтак-интернационалист: вăрçă нушине хам тÿссе курнă та Аслă Отечественнăй вăрçăра пулнисене эпĕ çав тери хисеплетĕп. Эпир 19 çула та çитмен çамрăксем, тин çеç урамра вăрçăлла вылянăскерсем, чăн-чăн çапăçу хирне лекнине малтанах ăнланса та илеймерĕмĕр. Нихăçан та хăнăхма çук вăхăта 2 çул ытла чăтма тиврĕ. Çапах та пуçа усмарăмăр, киле сывă таврăнтăмăр. Текех нихăçан та вăрçă асапне курас марччĕ.

А.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика