×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2019.09.05.3.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2019.09.05.3

Торжествăлла митинг вĕçленчĕ те Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умĕнчи лаптăк пушанчĕ, çамрăк армеецсен парадне курма пурте тĕп площадь еннелле васкарĕç. Пĕр енче куракансем тăрса тухрĕç, районти культура аталанăвĕн центрĕ енче — çар тумĕллĕ яваплă çынсем, ветерансем, тыл ĕçченĕсем. Аслă Çĕнтерĕве халалланă парада çамрăк армеецсем хатĕрри çинчен рапортларĕç. Районти шкулсенче ăс пухакансем, кадет класĕсенче вĕренекенсем ушкăнăн-ушкăнăн стройпа утса тухса çынсем умне вырнаçса тăчĕç. Çамрăк армеецсем РФ тата ЧР патшалăх ялавĕсене, Çĕнтерÿ ялавне çĕклесе кĕчĕç. Отрядсенче чи хастар ачасемпе çамрăксем — лайăх паллăсемпе вĕренекенсем, спортпа туслисем, активистсем — пулчĕç. Çамрăк армеецсем хăйсене тĕрлĕ енлĕн кăтартрĕç, юрăпа, ялавсемпе утрĕç. Вĕсен илемлĕ тумĕсем куçа илĕртрĕç, çирĕп утти тĕлĕнтерчĕ. Пĕри тепринчен хастар. Отрядсен пултарулăхне тĕрлĕ номинацисенче хакларĕç, районти тата республикăран килнĕ яваплă çынсем кашни отряда дипломсемпе чысларĕç. Спорт уйрăмĕсен кăтартăвĕсем, шкул çулне çитмен ачасен флешмобĕ парада татах пуянлатрĕç.

Акă парад вĕçленчĕ те районти культура учрежденийĕсен художествăлла пултарулăх коллективĕсемпе шкул ачисем, ача сачĕсен воспитанникĕсем хатĕрленĕ концерт пухăннисене сцена патне йыхравларĕ.

{gallery}albums/2019.09.05.3{/gallery}

 

И.Данилова

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика