×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2019.09.05.2.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2019.09.05.2

Аслă Çĕнтерÿ 74 çул тултарнă ятпа поселокри Çĕнтерÿçĕ-салтак ячĕпе хисеплесе лартнă палăк умĕнче митинг иртрĕ. Митинга Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ О.Кошельков уçрĕ, Çĕнтерÿ кунĕ ячĕпе пурне те хĕрÿллĕн саламларĕ.

Умлă-хыçлă Раççей гимнĕпе Чăваш Республикин гимнĕсем янăрарĕç, паянхи митинга пуçтарăннă темиçе ăрăвăн чĕрисенче Тăван çĕршыв умĕнче патриотлăх туйăмĕсене вăратса мăнаçлăх çуратрĕç. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн А.Евгеньевăн кĕçĕн мăнукĕ Анастасия Яковлева «Мой прадедушка» сăввине каласа пачĕ. Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков хăрушă та тискер вăрçăри çĕнтерÿ еплерех туптаннине тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пачĕ. «Çĕнтерÿ кунĕ патне илсе пыракан çул çав тери вăрăм та йывăр пулнă, совет халăхĕ Аслă Çĕнтерÿшĕн темĕн чухлĕ юн, куççуль юхтарнинчен туптаннă. 1418 куна пынă юнлă вăрçă вăхăтĕнче чылай тытăçусемпе çапăçусем пулса иртнĕ. Вĕсенче 27 миллион ытла совет çыннисен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Аслă Çĕнтерÿшĕн çапăçса хăйсен пурнăçĕсене вăхăтсăр татнă кашни çынна шăплăх минучĕпе асăнас пулсассăн пирĕн 50 çул шăплăхра тăмалла пулнă пулĕччĕ. Вăрçă хирĕсенче паттăрла вилĕмпе вилнĕ салтаксемпе фронтшăн мĕнпур вăй-халне панă тыл ĕçченĕсем умĕнче эпир паянхи кун пуç таятпăр, вĕсене асăмра тытатпăр. Вĕсен шутĕнче пирĕн районти Совет союзĕн геройĕ А.Казаков, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ П.Порфирьев, летчик- герой Н.Зарубин. Пирĕн районтан 6 пине яхăн çын фронта тухса кайнă, вĕсенчен 4 пин ытла çын каялла таврăнайман. Паянхи куна Вăрмар районĕнче Аслă Отечественнăй вăрçăн 6 участникĕ кăна тăрса юлнă», - терĕ хăйĕн сăмахĕнче район пуçлăхĕ М.Пуклаков. Ун хыççăн сăмаха Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев илчĕ: «Паянхи кун пирĕн çĕршывшăн чи паллă та пĕлтерĕшлĕ уяв. Ку вăл Аслă Çĕнтерÿшĕн пурнăçĕсене шеллемесĕр çапăçнă салтаксене, уй-хирте, заводсемпе фабрикăсенче станок умĕнче фронта мĕнпур кирлипе тивĕçтерекен тыл ĕçченĕсене мухтаса асăнмалли кун. Вĕсем хушшинче 1945 çулхи çĕнтерÿллĕ майăн 9-мĕшĕ хăçан пулассине пĕлмесĕрех ĕмĕрлĕхех пуçĕсене хунă. Паянхи çитĕнекен çамрăк ăрăва пирĕн мăн асаттесемпе кукаçисен паттăрлăхĕпе паллаштарсах тăмалла, патриотлăха туйма вĕрентмелле». Саламлă сăмахпа çавăн пекех ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин тухса калаçрĕç.

Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕн Ф. Ларионовăн кĕçĕн мăнукĕ Тимур Батраков кашни çулах митинга хутшăнакансем умĕнче Аслă Çĕнтерĕве халалласа сăвă тухса калать, кăçал та вăл кунта пухăннисен чунне тыткăнлама пултарчĕ, сăвă каласа пачĕ. Çавăн пекех ветерансем умĕнче Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен пулас призывник Михаил Никоноров та тухса сăмах каларĕ.

Тунсăхлă кĕвĕ çемĕн Аслă Отечественнăй вăрçă фрончĕсенче пуçĕсене хунисене шăплăх минучĕпе асăнчĕç.

Хăрушă та тискер вăрçă кунĕсем çултан-çул хыçа юлса пыраççĕ пирĕнтен. Ку вăл пирĕн çĕршыв çине тиеннĕ чи йывăр та асаплă пулăм шутланать. Пирĕн паянхи тивĕç — вăрçăра кăтартнă паттăрлăха асра тытса паянхи ăрăва Тăван çĕршыва хисеплеме, юратма вĕрентесси. Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене чыс та мухтав! Çак ятпа салют пулчĕ.

Çĕнтерÿçĕ-салтак палăкĕ умне гирляндăсемпе чечексем, чечек кăшăлĕсем хучĕç. Юлашкинчен пурте ветерансемпе пĕрле тăрса асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕç.

{gallery}albums/2019.09.05.2{/gallery}

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика