Ю.Федорва, ĕç ветеранĕ:
«Поселокра çулсерен иртекен Акатуй уявне кашни çулах хутшăнатăп. Çак уяара ĕç çыннисемпе, ветерансемпе тĕл пулса калаçма, уявра пĕрле пулса савăнма яланах хавас. Районти предприятисемпе организацисенче, ял хуçалăхĕпе промышленноç отраслĕсенче вăй хунă, ĕçре ÿсĕмсемпе палăрнă тава тивĕçлĕ ĕçченсем колоннăпа утса район халăхне Акатуй уявĕпе саламлани пысăк чыс тесе шутлатăп. Вĕсен хушшинче эпир те, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем район çыннисене Акатуй уявĕпе саламласа пурне те çутă малашлăх сунтăмăр».
Н.ПАВЛОВ, райадминистрацин пуçлăхĕн заместителĕ:
«Эпир çак уявра кашни çулах хамăр çурхи ĕçсене мĕнлерех пурнăçланине пĕтĕмлететпĕр, малашлăх тĕллевĕсене палăртатпăр. Çынсем хăйсен хастар ĕçĕпе район, республика шайĕнче палăрса тăнине мухтаса савăнатпăр, унпа пĕрлех Тăван çĕршыва чĕререн юратнине палăртатпăр. Пирĕн районта хастар та пултаруллă республика, çĕршыв умĕнче палăрнă ентешсем чылай. Чыс та мухтав вĕсене!
Пурне те уяв ячĕпе саламлатăп. Тăнăç пурнăç, çутă малашлăх сунатăп».
Т.Федорова, районти тĕп библиотекăн методисчĕ:
«Районти тĕп библиотекăра чылай çул вăй хунă май, мана культура ĕçченне, çак уяв уйрăмах кăмăла çĕклет, савăнăç туйăмĕ парнелет. Эпир районта иртекен Акатуй уявне халалласа кашни çулах районти тĕп библиотекăра тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр, куравсем йĕркелетпĕр. Район, республика шайĕнче ĕçпе палăрнă паллă çынсемпе те тĕлпулусем тăтăшах йĕркелетпĕр. Уяв ячĕпе пурне те саламлатăп, çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал сунатăп!»
Н.Васильев: «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ветеранĕ:
«Районта ĕçлеме пуçланăранпах çак уява кашни çул пĕр сиктермесĕр хутшăнатăп. Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах шăвать. Акатуй уявĕ чăваш халăхĕ çурхи ĕçсене вĕçленĕ хыççăн ĕççине пĕтĕмлетсе халăха пĕр чăмăра пухакан уяв. Пирĕн районта ĕçпе палăрнă çынсем чылай. Эпир вĕсемпе мухтанатпăр, çамрăк ăрăва та ăста та пултаруллă çынсем пулма, район аталанăвĕшĕн тăрăшса вăй хума чĕнсе калатпăр. Сире пурне те çирĕп вăй-хал, ăнăçу: сунатăп. Эпир пурте пĕр шухăшлăн кар тăрсан кăна çитĕнÿсем тума пултаратпăр. Уяв ячĕпе, сире!»
З.ПАВЛОВА хатĕрленĕ.