З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ:
«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин халăхпа ирттернĕ «тÿрĕ линире» Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенчен ыйтусем чылай пулчĕç. Вĕсене ытларах çĕршывăн экономика лару-тăрăвĕпе социаллă пурнăçĕ интереслентерчĕ. «Пирĕн çĕршывра экономика пĕр тикĕссĕн аталанса пырать, пирĕн ют çĕршывсем умĕнче нимĕнле парăмсем те çук»,- терĕ В.Путин. Палăртма кăмăллă: Раççей çĕршывĕ хальхи вăхăтра вăйлă аталанса пыракан патшалăхсенчен пĕри. Экономикăна аталантарассипе ют çĕршывсемпе килĕшÿсем туни халăхăн социаллă пурнăçне лайăхлатма пулăшать тесе шутлатăп. Сăмах май каласан пирĕн çĕршывпа Китай çĕршывĕ чылайранпа тачă çыхăнура ĕçлеççĕ. Икĕ патшалăх та экономика, ял хуçалăхĕ, культура, вĕрентÿ тата ытти социаллă сфера енĕпе аталанса пыраççĕ. Ялхуçалăхĕ тенĕрен, Раççей Президенчĕ В.Путин «тÿрĕ линире» патшалăх яллă вырăнсенче хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене малашне те аталантарассипе укçа-тенккĕ чылай уйăрассине палăртрĕ. Пирĕн Вăрмар районĕ ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ район пулнă май, малашлăхра вырăнти хресчен /фермер/ хуçалăхĕсене аталанса пыма патшалăх пулăшу кÿни пысăк тĕрев пулĕ тесе шутлатăп».
Э. МИХАЙЛОВА, пай редакторĕ:
«Июнĕн 20-мĕшĕнче РФ Президенчĕ В.Путин халăхпа йăлана кĕнĕ «тÿрĕ çыхăнăва» 17-мĕш хутчен тухрĕ. Раççей гражданĕсене хумхантаракан тĕрлĕ ыйтусем çине хуравларĕ. «Тÿрĕ лини» халăха чи пăлхантаракан ыйтусенчен пуçланчĕ. Ку вăл ĕç укçи шайĕ пĕчĕк пулни, сывлăх сыхлавĕпе, çÿп-çап реформипе çыхăннă çитменлĕхсем тата ытти те. Пĕтĕмĕшле Раççейĕпе уйăхсерен паракан вăтам ĕç укçин калăпăшĕ 40 пин тенкĕрен иртет. Анчах та 10 пин тенкĕ, унран кăшт кăна ытларах ĕçлесе илекенсем хăйсен кăмăлсăрлăхне палăртрĕç. Вăтам ĕç укçинчен чылай сахалрах ĕçлесе илекенсен çемьене тăрантассишĕн харăсах темиçе ĕçре ĕлкĕрме тивет. РФ Президенчĕ В.Путин ĕç укçине ÿстерес ыйтăва шута илме шантарчĕ. Тата тепĕр çивĕч ыйту вăл поликлиникăсенче, больницăсенче, фельдшерпа-акушер пункчĕсенче врачсем, медицина ĕçченĕсем çитменни. Сăлтавĕ вара çамрăк специалистсене патшалăх тытăмĕнчи медучрежденисенче ĕç укçи илĕртменни, яла е провинцисене ĕçлеме каякансем валли юрăхлă пурăнмалли çурт-йĕр çукки. Ку ыйту актуаллăхне РФ Президенчĕ хăй те аван ăнланать. Унăн çивĕчлĕхне чакарас тĕллевпе çĕршывра «Земство тухтăрĕ» программа ĕçленине, ăна çывăххи — «Земский фельдшер» программа вăя кĕмеллине палăртрĕ В.Путин. Патшалăх программисем, пĕчĕккĕн-пĕчĕккĕн пулин те, кадрсен йышне пуянлатма пулăшаççĕ. «Тÿрĕ лини» анлă пулчĕ. Кашни ыйтăва тенĕ пекех тĕслĕхсемпе çирĕплетсе пыни ăна пуянрах та ăнланмалла турĕ. Пире, Раççей гражданĕсене, çĕршыври лару-тăрăва тишкерсе мĕнлерех шухăш-кăмăлпа пурăнмаллине вĕрентрĕ темелле».
А.НИКОЛАЕВА, пай редакторĕ:
«Июнĕн 20-мĕшĕнче РФ Президенчĕн «тÿрĕ линийĕ» кăçал 17-мĕш хут иртрĕ. Халичченхи пекех калаçу хамăр çĕршывра пурăнакансен пурнăçĕпе çыхăннă. Ку хутĕнче те В.Путина тĕрлĕрен ыйтусем пачĕç. Политикăпа социаллă ыйтусем малти вырăнта пулчĕç. Мана ытларах çамрăксене тĕрлĕрен программăсемпе килĕшÿллĕн пулăшу парасси пирки калани килĕшрĕ. Малашлăх - çамрăксенче, тенĕ пек, çĕршыв пуласлăхĕ чăннипех те çамрăксенче. Вĕсем шкултан ăнăçлă вĕренсе тухса пурнăçăн анлă çулĕ çине тĕрĕс ярса пуссан пире те, ватăлмалăх кунра, лăпкă та канлĕ пулĕ. Пирĕн пенсионерсен таçтан килсе пулăшасса кĕтсе лармалла мар, хамăр ачасенчех хÿтлĕх тупмалла».