Паян пирĕн районта ĕçлĕ визитпа ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ — ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов пулчĕ. Чи малтанах вăл «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăн Кĕтеснерти хăмла типĕтмелли агрегата тата ăна пуçтармалли комбайна вырнаçтармалли ангарпа паллашнă. Ун хыççăн ĕçлĕ ушкăн «Агроресурсы» обществăн хăмла туса илекен Мăнçырмари уйрăмĕнчи лару-тăрупа паллашнă.
Çакăн хыççăн райадминистрацин ларусен залĕнче ЧР ялхуçалăх министрĕ С.Артамонов ертсе пынипе Вăрмар районĕн 2019 çулхи пĕрремĕш çур çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетессипе тата çитес çур çуллăха ĕç планĕсене палăртассипе канашлу иртнĕ. Тĕп докладпа Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тухса калаçрĕ. Вăл кăçалхи пĕрремĕш çур çулта пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ, малашлăхри тĕллевсене палăртрĕ. Канашлура çавăн пекех ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятийĕн генеральнăй директорĕ О.Казарина, ЧР Паташалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, Тихвински Турă Амăшĕн Турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид атте тухса калаçрĕç, районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне хак пачĕç. /Тĕплĕнрех «Хĕрле ялав» хаçатăн çитес номерĕсенче вуласа пĕлме пулать/.
З.ПАВЛОВА