×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2019.09.18.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2019.09.18

SAM 1065

Чупай ял тăрăхĕ. Пĕрлехи информаци кунне асăннă ял тăрăхне Федераллă службăн патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова, райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов килсе çитрĕç. Вĕсене Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев кĕтсе илчĕ. Ĕçлĕ ушкăн ял тăрăхĕн администрацийĕн, Чупайĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул коллективĕсемпе тĕл пулса пĕрлехи информаци кунĕн темисене сÿтсе яврĕ. Райадминистрацин пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ Н.Павлов пухăннисене Пĕрлехи информаци кунĕн темисемпе паллаштарчĕ, пирĕн районта ку енĕпе мĕнлерех ĕçсем туса ирттернине палăртса хăварчĕ. «Сывлăх» наци проекчĕпе илес пулсан, асăннă проектпа килĕшÿллĕн кăçал районти тĕп больницăн поликлиникине, хирурги уйрăмне юсассипе ĕçсем туса ирттернине каларĕ. Çавăн пекех муниципаллă пĕрлĕхсенче хытă каяшсене пухакан контейнерсемпе тивĕçтерес ĕç мĕнлерех шайра пыни пирки те асăнса хăварчĕ. Николай Анатольевич палăртнă тăрăх, хальхи вăхăтра пирĕн района 506 контейнер илсе килнĕ, вĕсене пурне те ял тăрăхĕсене уйăрса панă. Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев çакна палăртрĕ: хальхи вăхăтра асăннă ял тăрăхĕнче хытă каяшсене пухассипе 17 вырăн йĕркеленĕ, вĕсенче 32 контейнер вырнаçтарнă. Çак ял тăрăхĕнче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче «Иванов В.А» хресчен /фермер\ хуçалăхĕ ĕçлет. Федераллă патшалăх статистикин Чăваш Республикинчи территорири органĕн пуçлăхĕн заместителĕ Л.Егорова ял хуçалăх продукцине вырнаçтарассипе Шупашкар хулинче ятарласа «Кĕр парнисем» курав ĕçленине палăртрĕ. Çавăн пекех «Сывлăх» наци проекчĕ республикăра ăнăçлă пурнăçланса пынине, ял тăрăхĕсенче хальхи йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем уçăлнине, республика тĕп хулинче çĕнĕ поликлиникăсем хута кайнине каларĕ. Республикăри пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх обьекчĕсен 97 проценчĕ 2019-2020 çулсенчи хутса ăшăтмалли сезона хатĕррине палăртрĕ. Пĕрлехи информаци кунĕ асăннă ял тăрăхĕнче савăнăçлă самантпа вĕçленчĕ. Информушкăнăн яваплă çыннисем Чупай ял тăрăхĕн аталанăвĕшĕн пысăк тÿпе хывнă ĕçченсене райадминистрацин Тав çырăвĕсемпе наградăларĕç.

{gallery}albums/2019.09.18{/gallery}

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика