vrt

Паян Вăрмар районĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Унăн тĕп темисем çаксем пулчĕç: «Сывлăх сыхлавĕ» наци проектне Чăваш Республикинче 2019 çулта пурнăçласси епле пыни, муниципаллă пĕрлĕхсенче коммуналлă хытă каяшсене пуçтармалли вырăнсем туса вĕсене контейнерсемпе тивĕçтерес ĕç пирки, кĕрхи ял хуçалăх ĕçĕсем тата ял хуçалăх продукцине сутма йĕркеленĕ «Кĕр парни-2019» уйăхлăх пирки, пурăнмалли кил-çуртпа коммуналлă хуçалăх объекчĕсене 2019-2020 çулсенчи хутса ăшăтмалли тапхăра хатĕрлени пирки.

Пĕрлехи информаци кунне райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Сывлăх сыхлавĕн министерствин «Фармация» патшалăх унитари предприятин генеральнăй директорĕ О.Казарина, ЧР çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Н.Косулин, ЧР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн заместителĕ С.Яхатин хутшăнчĕç. Вĕсем Мăнçырма, Кавал, Пысăк Енккасси, Кивĕ Вăрмар, Чупай ял тăрăхĕсенче пулса вырăнти халăхпа тĕл пулчĕç, кун йĕркинчи тĕп ыйтусене çынсем патне çитерчĕç.

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика