Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев:
«Влаç органĕсемшĕн тĕп вырăнта — халăх ырлăхĕ, ахальтен мар пирĕн республикăра кунта пурăнакан çынсен пурнăç шайне лайăхлатас тĕлĕшпе тăтăшах тивĕçлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Сентябрĕн 26-мĕшĕнче республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев халăхăн пурнăçне лайăхлатассипе йышăннă Указа алă пусса çирĕплетнĕ. Асăннă документăн пĕлтерĕшĕ республикăра пурăнакансемшĕн çав тери пысăк. Указра тĕрлĕ сферăсене куçран вĕçертмен: вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕ, культура, спорт, çавăн пекех ял çыннисене ĕçмелли таса шывпа тивĕçтерессине те тимлĕх уйăрнă.
Çак Указ Вăрмар районĕнче пурăнакансен пурнăçне те ырă витĕм кÿресси иккĕлентермест. Вĕрентÿ пирки калас пулсан çак тытăм хальхи вăхăтра аталану çулĕпе пырать. Патшалăх пулăшу кÿнипе тин кăна-ха Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта цифрăллă тата гуманитарлă профильсен «Ÿсĕм вырăнĕ» («Точка роста») вĕрентÿ центрĕ уçăлчĕ. Унта районти мĕнпур шкулсенче вĕренекенсене пахалăхлă пĕлÿпе тивĕçтерĕç. Указра палăртнă тăрăх, шкулсен пурлăхпа техника бази самай пуянланĕ, апла вĕрентÿ тытăмĕ татах çирĕпленĕ. Спорт аталанăвĕ те куçкĕрет. Хальхи вăхăтра районта кашни çыннах спортпа тата физкультурăпа туслă пулма мĕнпур условисем çителĕклĕ. Çитес çулсенче республикăра 10-ран кая мар площадка-стадион çĕнелсе улшăнĕ, вĕсен шутĕнче Вăрмар районĕ те çĕнĕлĕхсемсĕр юлманни савăнтарать. Ытти сферăсем тĕлĕшпе те пирĕн районта тивĕçлĕ ĕçсем пуласса, пурнăç условийĕсем чылай хăтлăланасса иккĕленместпĕр. Çĕнĕ Указ пире малашлăхалла çĕнĕ шанăçпа пăхма хавхалантарать».