Сире Çĕнĕ çулпа тата Раштав уявĕсемпе ăшшăн саламлатпăр. Вулакансене пирĕн хаçата çырăнса илнĕшĕн, обществăлла корреспондентсене пирĕнпе çыхăну тытнăшăн, вырăнти влаç тытăмĕнче ĕçлекенсемпе предприятисен, организацисен, хуçалăхсен ертÿçисене тĕрĕс те уçă информаци тăратнăшăн, çыхăну ĕçченĕсене район хаçатне сарас тĕлĕшпе тăрăшуллă пулнăшăн чĕререн тав тăватпăр, малашне те çак çыхăну татăлмасса шанатпăр.
Çĕнĕ çулта телейлĕ, сывлăхлă, ăнăçуллă пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунатпăр.
«Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ.