З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ:

«Январĕн 15-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне Çырупа тухрĕ. Кăçал ăна нихçанхинчен те иртерех — çулталăк пуçламăшĕнчех итлеме тÿр килчĕ. Шăпах та кăçалхи çулталăкăн тĕллевĕсене палăртма вăхăт çитнине пĕлтерет пире РФ Президенчĕн В.Путинăн Федераци Пухăвне янă Çырăвĕ. Кăçалхи Çырăвăн тĕп уйрăмлăхĕ ку — Раççейре пурăнакансен социаллă пурнăçне лайăхлатмалли мерăсене пурнăçа кĕртесси. РФ Президентне В.Путина итленĕ май кăмăла çĕклекен чылай курăмлă çĕнĕлĕхе вăя кĕртесси çинчен пĕлтĕмĕр. Çĕнĕлĕхсемсĕр, улшăнусемсĕр май килмессине лайăх ăнланать Владимир Владимирович. Раççейри демографи лару-тăрăвĕ çăмăл мар. Ача çураласси чакать. 1943 çулта ача çуратма пултаракан пĕр хĕрарăм пуçне 1,3 ача шутланнă пулсан, 1999 çулта çак кăтарту тата япăхрах пулнă - 1,16-па танлашнă. 2019 çулта вăтамран пĕр хĕрарăм пуçне 1,5 ача çуралнă. Демографи лару-тăрăвне лайăхлатас тĕллевпе 2020 çулхи январь уйăхĕнчен пуçласа çемьере çуралакан пĕрремĕш ачашăн та амăшĕн капиталне памалли пирки, унсăр пуçне кăçалтан иккĕмĕш, виççĕмĕш е ытларах ачасемшĕн паракан амăшĕн капиталĕ 150 пин тенкĕлĕх ÿсессине те пĕлтерчĕ çĕршыв ертÿçи. Çапла унăн калăпăшĕ 616 617 тенкĕпе танлашĕ. Çавăн пекех 2020 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен шкулсенче 1-4 классенче вĕренекен ачасене, вĕсем мĕнле çемьерен пулнине пăхмасăр, пахалăхлă вĕри апатпа тÿлевсĕр тивĕçтерме пуçласси пирки каларĕ вăл. Раççей Президенчĕ В.Путин йышăнакан мерăсен тĕп тĕллевĕ — ачасене телейлĕ çемьесенче, юратупа татулăхра тивĕçлĕ граждансем пулса çитĕнтересси.

Çĕршыв пурнăçĕнчи пур тытăма та тÿрремĕнех пырса тивекен наци проекчĕсем пысăк шанăç кÿреççĕ. Вăрмар районĕнче регионти 11 наци проектĕнчен 9-шĕ пурнăçланаççĕ. Вĕсен тĕп тĕллевĕ — районăн социаллă пурнăçĕпе экономика лару-тăрăвне, пĕтĕмĕшле район çыннисен пурнăç шайне лайăхлатасси. Наци проекчĕсем — пирĕн шанăç, пирĕн пуласлăх».

А.НИКОЛАЕВА, редактор:

«Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Раççей халăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ Çыру В.Путиншăн кăçал 16-мĕш пулчĕ. Çырура, пĕтĕмĕшле илсен, Раççейре пурăнакан халăхăн пурнăç условийĕсене лайăхлатмалли майсем пирки тата политикăпа экономика ыйтăвĕсене тĕпе хунă. Çырура палăртнă тăрăх 2020 çулта Раççейре пурăнакан пур халăхшăн та улшăнусем чылай пулĕç. Демографи ыйтăвĕ çине пусăм ытларах пулчĕ тесе те калас килет, мĕншĕн тесен ача амăшĕсене пур енлĕн пулăшса пымаллине, нумай ачаллă çемьесене пурăнма тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем туса памаллине, пенси виçине тата ĕç укçине тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлемеллине палăртрĕ. Социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай проектсем пурнăçа кĕрсе пыни çинчен, вĕсем пурте халăхпа çывăххине те палăртса хăварчĕ В.Путин.

Агропромышленноç комплексĕ те çĕршывра аван аталанма тытăнни çинчен пĕлтерчĕ. Ял хуçалăх ĕçĕ пĕтĕмпех вырăнти халăх тăрăшулăхĕнчен килни пирки тĕслĕхсем илсе каларĕ. Сăмахран, 2018 çулта вырăнта туса илнĕ хамăр продукцине ăсатни 19,4 процент ÿснĕ, экспорт 25,8 миллиард долларпа танлашнă. 2024 çул тĕлне çакă 45 миллиард доллара çитмелле. Иртнĕ çул пахалăхлă тулăна экспорта 44 миллион тонна ăсатнă. Раççей ученăйĕсем тăрăшнипе пахалăхлă тулă вăрлăхĕпе те хамăра хамăр тивĕçтернĕ. Специалистсем палăртнă тăрăх, çакă хальхи апат-çимĕç рынокĕнче питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ял хуçалăх отраслĕ ура çине çирĕп тăни, хамăр туса илнĕ экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕçпе вырăнти халăха тивĕçтерни чи малтанах ялта ĕçлесе пурăнакан çĕр ĕçченĕсен тăрăшулăхĕнчен килет. Пурнăç условийĕсем ялта та хуларинчен пĕрре те кая пулмалла мар. Çакă çыннăн пурăнас кун-çулне тăсмалли факторсенчен пĕри пулса тăрать. Çавăнпа та В.Путин Правительство умне 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен ял хуçалăхне аталантармалли çĕнĕ программăна пурнăçа кĕртмеллине те каласа хăварчĕ».

И.ДАНИЛОВА, редактор:

«Çемье — вăл юрату, телей, амăшлăхпа ашшĕлĕх савăнăçĕ. Çемье — темиçе ăру хушшинчи çыхăну», — çакăн пек ырă сăмахсем пулчĕç паян Раççей Президенчĕ Владимир Путин РФ Федераци Пухăвне янă Çырăвĕнче. Владимир Владимирович хăйĕн Çырăвне демографи ыйтăвĕнчен пуçлани питĕ тĕрĕс тесе шутлатăп. Çемье вăл хăйне евĕрлĕ пĕчĕк патшалăх мар-и-ха? Çĕршыв тăнăçлăхĕн никĕсĕнче ытти факторсемпе пĕрле шăпах кашни çемьен тăнăçлăхĕ те тăрать тесен йăнăш пулмасть пулĕ. В.Путин та çак шухăшах палăртрĕ. «Çемьене çирĕплетни Раççей Федерацийĕ пысăк та ăнăçуллă çĕршыв пек аталанассине гарантилеме май парать», — терĕ вăл. Çемьере йĕркеллĕ пулсан, хăтлă кил-çурт çавăрма, ача-пăчана ÿстерсе ура çине тăратма патшалăх пулăшсан — унран пысăк телей те çук. Президент амăшĕн капиталĕ, 3-7 çулсенчи ачасене уйăхсерен паракан тÿлевсем тата ытти пирки те пĕлтернĕ ырă хыпарсем çамрăк çемьесене малашлăхалла чăннипех те çирĕппĕн утăмлама шанăç кÿреççĕ.

Амăшлăхпа ачалăх пирки калаçатпăр пулсан вĕрентÿ тытăмĕнче кĕртме палăртнă улшăнусем çинче те чарăнса тăрас килет. Владимир Владимирович каланă тăрăх вара, ырă улшăнусем сахал мар пулаççĕ. Ку вăл кĕçĕн классенче вĕренекен ачасене вĕри апатпа тÿлевсĕр тивĕçтересси, демографи факторĕсене шута илсе шкулсенче вĕренекенсене хушма вырăнсемпе тивĕçтересси, çавна май «Вĕренÿ» наци проектне улшăнусем кĕртесси, класс руководителĕсен ĕç укçийĕ çумне 5 пинрен кая мар укçа хушса тÿлесси, аслă вĕренÿ заведенийĕсенче бюджетлă вырăнсен шутне ÿстересси тата ытти те.

Сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă тема та тимлĕхсĕр юлмарĕ. Владимир Путин июль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен сывлăх сыхлавĕн пуçламăш звенине çĕнетес программа хута каяссине пĕлтерчĕ. Çавна май çĕршыври поликлинкăсемпе район больницисене васкавлă пулăшу станцийĕсене юсаса оборудованипе тивĕçтерес ĕçсем пуçланĕç. Вĕсене пурнăçлама 550 млрд тенкĕ укçа уйăрнă».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика