Хаклăран та хаклă туссем, ачасем!
Сире Ачасене хӳтĕлемелли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Çак уяв чи ырă та çутă праҫниксенчен пĕри. Ачасем – пирĕн телей, пирĕн савăнăç тата тĕп пуянлăх.
Эпир, ашшĕ-амăшĕсем, çитĕнекен ăрăва лайăх пĕлӳ парас, пĕчĕкренех сывă пурнăç йĕркипе тата спортпа туслашчăр, ачасене тӳрĕ чунлă та ырă кăмăллă пулма вĕрентес, вĕсене ĕçе юратма тата хăйсене йĕркеллĕ тытма хăнăхтарас, çĕршыва тивĕçлĕ граждансем туса ӳстерес тесе тăрăшатпăр.
Пирĕн ачасем – питĕ пултаруллă та ăнăçуллă, вĕсем район ятне тĕрлĕ олимпиадăсенче, конкурссемпе ăмăртусенче тивĕçлипе хӳтĕлеççĕ, лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.
Уяв ячĕпе саламласа пурне та çирĕп сывлăх, телей, ăнăçусем сунатăп.
Вăрмар район пуçлăхĕ М.А. Пуклаков, Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В. Васильев