Çутçанталăкăн хăйĕн саккунĕ тенĕ пек темĕн те килсе тухать. Майăн 30-мĕшĕнче Чăваш Республикин территорийĕнче вырăн-вырăнпа çил 20-25 метр хăвăртлăхпа вĕрнипе çынсен кил-таврашĕнче шар кăтартнине телевиденипе тата радиопа пĕлтерчĕç, хаçатсенче çырчĕç. Çутçанталăкăн усал пулăмĕ пирĕн район çыннисене те пырса тиврĕ. Çавна кура "Росгосстрах" страховани компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕн начальникĕпе Ирина Михайловна Алексеевапа тĕл пулса калаçрăмăр.
"Çутçанталăк пирĕн чăтăмлăха тĕрĕслесех тăрать темелле кашни çулах мĕн те пулин туса кăтартать. Çавна кура эпир çулсерен кашни ял тăрăхĕшĕн, кил-хуçалăхшăн çутçанталăк пулăмĕ хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан информаци хатĕрлесе вĕсене пĕлтеретпĕр. Пулăмĕсем сахалах та мар: шыв-шур, пушар, çил-тăвăл тата ытти те. Харпăр-хăй пурлăхне страхланă пулсан кашнийĕ мĕнле пулăма пула шар курнă, çавăн коэффициентне шута илсе тăкакне саплаштарнă. Хăш-пĕр çулсенче тăкака саплаштарнă сумми 13 миллиона яхăн та пулнă. Харпăр хăйĕн пурлăхĕпе сывлăхĕшĕн кашни çулах страхлама манса каймалла мар. Акă, кăçалхи майăн 30-мĕшĕнче пулнă инкекре пирĕн район территорийĕнчи Кивĕ Вăрмар, Энĕшпуç, Çĕнĕ Кавал, Пысăк Енккасси, Урнар, Саруй, Карăк-Çырма, Çĕнĕ Мăнтăр, Шăплат ялĕсенче çил-тăвăл гараж, мунча, сарай çивиттийĕсене иле-иле сĕвсе пăрахнă, сайдингсене хăпартса пĕтернĕ. Шел пулин те, инкек тÿсекенсенчен чылайăшĕ пурлăхне страхламан, çавна кура вĕсем тăкакшăн укçа илеймеççĕ. Хисеплĕ Вăрмар район çыннисем, хăвăрăн пурлăха вăхăтра страхлама тăрăшăр. Инкек пулас пулсан сирĕн тăкака Росгосстрах саплаштарать. Хăйсен пурлăхне страхланă кил хуçисем кăна саплаштару укçине хăвăртах илме пултараççĕ. Инкекĕ ан пултăр кăна".
А.НИКОЛАЕВА калаçнă.
Энĕшпуç ялĕ: Çутçанталăкăн ахăр саманчĕ пирĕн яла тăтăшах кĕрсе тухать темелле. Кил-çурт çивиттийĕсене сĕвсе илет, е йывăçсене çапса хуçса сăтăр тăвать. Иртнĕ кунсенче пулса иртнĕ асар-писер çанталăкра пирĕн сарайăн çивиттине хăпартса илчĕ. Кил-çурта тата пурлăха кашни çулах страхланине кура, нимĕн тума аптăранипе, хамăр ялти страхлакан агента Валентина Петровна Петровăна инкек пулни çинчен хыпарларăмăр. Вăл вара васкавлă пулăшу пекех питĕ хăвăрт çитрĕ. Мĕн пулса иртни çинчен ыйтса пĕлсе çырса хучĕ, фотокарточка турĕ. Тепĕр кунне кирлĕ документсене пуçтарса "Росгосстрах" страховани компанийĕн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмне килтĕмĕр. Кунта пирĕн пек чрезвычайлă лару-тăрăва лекнисем нумаййăн пулчĕç. М.Михайлова менеджер вĕсене пурне те мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарчĕ. Вăрмар районĕнчи страховани уйрăмĕнче ĕçлекенсен /начальникĕ И.Алексеева/ ăшă кăмăлĕ пирĕн хуйхăна кăштах çăмăллатнăнах туйăнчĕ. Вĕсем пирĕн хуйхăна ăнланса тĕрлĕ хутсене часах çырчĕç те кирлĕ çĕре ярса пачĕç. Тавах вĕсене.
Л.АФАНАСЬЕВА.