Ю.СОКОЛОВ, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ:
"Çанталăк пĕр кĕтмен çĕртен пирĕн ума йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Çил-тăвăл Пысăк Енккассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулăн çивиттине сÿсе кайса пысăк сиен кÿчĕ. Асăннă проблемăна сирсе ярса кирлĕ пек ĕçсене пĕтĕмпех тĕплĕн, кĕске вăхăтра пурнăçлас тĕллевпе эпир ЧР Вĕренÿ тата çамрăксен политикин министерствипе, ЧР Граждан оборони тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен патшалăх комитечĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлетпĕр. Республика Правительстви укçа-тенкĕ енчен пулăшу кÿме шантарчĕ. Шкул çивиттине юсама "Урмарская" коллективлă строительство организацийĕ" акционерсен хупă обществине шанса патăмăр. Çапла халĕ пирĕн тĕп тĕллев - пĕтĕм вăя хурса, вăхăта сая ямасăр юсав ĕçĕсене пурнăçласси".