×

Предупреждение

JFolder: :files: Путь ведет не к каталогу: [ROOT]/images/albums/2020/Shorkistry.
×

Внимание

There was a problem rendering your image gallery. Please make sure that the folder you are using in the Simple Image Gallery Pro plugin tags exists and contains valid image files. The plugin could not locate the folder: images/albums/2020/Shorkistry

Паян Энĕшпуç ял тăрăхĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе ветеранĕсене халалласа астăвăм хăмисем уçрĕç. Акцине райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова, Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Петров, Энĕшпуçĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсен Канашĕн членĕсем тата унăн председателĕ В.Нягин, ялти шкул директорĕ А.Яковлев тата кунти коллектив, çамрăк армеецсем, шкулта вĕренекенсем, вăрçă участникĕсемпе ветерансен тăванĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕç. Мероприятине уçса пурте шкул умĕнче пухăнчĕç. Саламлă сăмахсем хыççăн ялти активистсене грамотăсем, шкулта вăй хуракан хĕрарăмсене çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе парнесем пачĕç. ЧАССР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, вăрçă участникĕ Б.Макшанцев тата А.Макшанцева ячĕсемпе уçнă астăвăм хăми умне чечексем хучĕç. Митинг хыççăн торжествăлла лару-тăрура астăвăм хăмисем уçрĕç. Акцие Аслă Çĕнтерĕве 75 çул çитнине халалланă.

{gallery}albums/2020/Shorkistry{/gallery}

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика