Татьяна Геннадьевна Семенова, ЧР Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министерствин «Социаллă пулăшу паракан центр» хысна учрежденийĕн Вăрмар районĕнчи халăха социаллă хÿтлĕх кÿрекен уйрăмăн начальникĕ: «Паллах пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, çĕнĕлĕхсем пирĕн пурнăçа хăюллăн кĕрсе пыраççĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенчипе паянхи кунсене танлаштармалăх пур. Çавăнпа та Раççейĕн тĕп саккунне улшăнусем кĕртмеллех. Тÿрлетÿсем нумай ыйтăва пырса тивеççĕ — Раççейĕн пайланманлăхĕпе суверенитетĕнчен пуçласа граждансен социаллă гарантийĕсем таран. Тĕпрен илсен Конституцие кĕртме сĕнекен тÿрлетÿсем социаллă пĕлтерĕшлĕ — чи пĕчĕк ĕç укçине пурăнма кирлĕ виçепе танлаштарасси, пособисене, пенсисене индексацилессине йăлана кĕртесси, ачалăха, ача амăшне, аслă ăрăва хÿтĕлесси. Çемье тата ачасем — Раççейĕн çутă пуласлăхĕ. Ахальтен мар çĕршывра демографи ыйтăвĕ çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Конституцие кĕртекен тÿрлетÿсенчен чи пĕлтерĕшли — патшалăх ачасене хÿтĕлессине хăй çине илесси, патшалăх политикин тĕп приоритечĕ пулса тăрасси. Конституцире çемье çине уйрăмах тимлĕх уйăрни малашне те çĕршывра курăмлă улшăнусем пулассине пĕлтерет тесе шанатпăр. Çав шутра амăшĕн капиталне парасси те 2026 çулта вĕçленмĕ тесе шутлатпăр. Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме пăхнă тÿрлетÿсем тăрăх сасăлава кăçалхи апрелĕн 22-мĕшĕнче хапăл тусах хутшăнма хатĕрленетпĕр».
Людмила Витальевна Чупракова, Вăрмарти тĕп больницăн тĕп тухтăрĕн заместителĕ: «Пĕтĕмĕшле илсен çĕршывăн Тĕп Саккунне тÿрлетÿсем кĕртме вăхăт ыйтать. Тĕпрен илсен вĕсем социаллă пĕлтерĕшлĕ. Пурте пĕлетпĕр паянхи Конституцире граждансене тÿлевсĕр медицина пулăшăвĕпе усă курассине çирĕплетнĕ. Пахалăхлă медицина пулăшăвĕ, паллах, çĕршывăн кирек-епле кĕтесĕнче те пулмалла. Анчах та çын больница ĕçлемен хулара, фельдшерпа-акушер пункчĕ çук ялта пурăнать пулсан кун пек медицинăран усă илеймĕн. Пахалăхлă та меллĕ медицинăпа усă курма май пултăр тесессĕн Тĕп Саккуна хушма статьясем кĕртме сĕннĕ. Çапла медицина пулăшăвĕ тÿрлетÿсем кĕртнĕ хыççăн абстрактлă мар, конкретлă пулĕ. Конституцине кĕртекен улшăнусем тăрăх çынсене сиплеме тивĕçлĕ условисем туса паманшăн малашне влаç органĕсем те яваплă пулĕç. Республикăра, районта пурăнакансем апрель уйăхĕн 22-мĕшĕнче иртекен сасăлава кăмăлпах хутшăнасса шанатăп».