Михаил Пуклаков, Вăрмар район пуçлăхĕ:

Пирĕн çĕршывăн тĕп саккунĕ вăл - Конституци. Халĕ вăйра тăракан Конституцине 1993 çулта йышăннă. Раççей Федерацийĕ çултан-çул аталанса пынă май нумай улшăнусем те пулсах пыраççĕ. Çавна май пурнăç çĕршывăн тĕп саккунне улшăнусем кĕртме ыйтать. Тĕслĕхрен, çĕршывра демографи ыйтăвĕ те çивĕч тăрать. Çавăнпа та çĕршывра çемье хаклăхне ÿстересси тата ача амăшĕсене çăмăллăхсем парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ. РФ патшалăх политикин тĕп приоритечĕ - ачасем.

Надежда Иванова, райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ:

Пурнăçри лару-тăру тата общество нумай енлĕ улшăннă май, наукăпа техникăн хăватлă аталанăвĕпе ытти çĕнĕлĕхсем çĕршывăн тĕп Саккунне — Конституцине улшăнусем кĕртме хистеççĕ. Тÿрлетÿре социаллă ыйтусене чи мала хунине ырласа йышăнатпăр. Социаллă пособисене индексацилесси, çемьене, ачасене, ача амăшне хÿтĕлессине мала кăларни те пирĕн граждансен пурнăçне лайăхлатассине тĕп вырăна хунине палăртать. Вĕсене хÿтĕленипе пĕрлех тивĕçлĕ воспитани парса çитĕнтермелле. Ача-пăча ăруран ăрăва куçса пыракан йăла-йĕркене пĕлмеллех.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика