Г.Ямуков, хресчен-фермер хуçалăхăн пуçлăхĕ:

Раççей Президенчĕ В.Путин кăçалхи январĕн 15-мĕшĕнчи Çырăвĕнче çĕршывăн Тĕп Саккунне улшăнусем кĕртмелли пирки каланăччĕ. Пурнăç улшăнса пынă май унта çĕннине кĕртмелли пурах-ха ĕнтĕ. Ман шутпа çĕршывăн чи пысăк пуянлăхĕ вăл - кунта пурăнакан çынсем, вĕсемсĕр пуçне çĕр, нефтьпе газ та пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та вĕсене упрамалла, сыхламалла. Çакă патшалăхăн тивĕçĕ Патриотлăх ыйтăвĕсемпе суверенитета сыхласси те тĕп вырăнта тăраççĕ. Пире ют çĕрсем кирлĕ мар, хамăрăнне те юта памалла мар тесе шухăшлатăп. Тÿрлетÿсем пирки хальлĕхе пĕтĕмпех татса паман-ха, ăна халăх сасăлавĕ татса парĕ.

Е.Павлова, Çитмĕш ялĕнче пурăнакан ĕç ветеранĕ:

Конституци тÿрлетĕвĕ пирки юлашки вăхăтра нумай калаçаççĕ. Çакна пурнăçри улшăнусене кура та кĕртме шутланă пулĕ-ха. Пирĕн Раççей çĕршывĕ темĕнле йывăрлăх умĕнче те пуçне усман, малашне те çаплах пуласса чунтанах ĕненетĕп. Çамрăк ăру вăрçă паттăрĕсене асра тытни, хамăрăн историне манманни Раççейĕн мăнаçлăхĕ тесе шутлатăп. Эпĕ нумай ача амăшĕ, вĕсенчен 3 ывăл тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланă. Вĕсемпе эпĕ мухтанатăп.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика