З.ПАВЛОВА, тĕп редактор:

"Раççей Федерацийĕн Президенчĕпе В.В.Путинпа "тÿрĕ лини" 16-мĕш хут пулчĕ. Малтанлăха палăртнă тăрăх, кăçал Патшалăх Пуçлăхĕ патне Раççей гражданĕсенчен 2 миллион ытла ыйту килнĕ. Вĕсен енчен çĕршывра экономика аталанăвĕпе, социаллă пулăшу парассипе, тĕрлĕ наци халăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, çĕршывăн хăйне-хăй хÿтĕлеслĕхне ÿстерессипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусем пулчĕç. Çакна палăртмалла: В.Путин Раççей гражданĕсен ыйтăвĕсене хуравланипе пĕрлех, регион губернаторĕсемпе пуçлăхĕсене, Раççей Федерацийĕн тĕрлĕ министерствисемпе ведомствисене ертсе пыракансене те ку е вăл ыйтăва çийĕнчех тĕплĕнрех хурав пама сăмах пачĕ. Çакă вара влаçпа халăх пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса ĕçлемеллине пĕлтерет тесе шутлатăп.

Владимир Владимирович чи малтанах хăйĕн калаçăвне пуçланă май çĕршывăн экономикипе промышленность аталанăвĕ çинче тĕплĕн чарăнса тăчĕ. Раççей Президенчĕ асăннă отрасльсенче пирĕн ÿсĕмсем пуррине каларĕ. Унсăр пуçне ялхуçалăх отраслĕнче те кăтартусем пысăк пулнине палăртрĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн çĕршывра туса илнĕ ялхуçалăх продукцине ют çĕршывсем кăмăлласа туянаççĕ.

Социаллă сферăра та демографи лайăхланнă, çынсен çураласлăх кăтартăвĕ вилеслĕхрен пысăкрах. "Пирĕн тĕп тĕллев - çынсен пурăнаслăх çулне вăрăмлатса пыма тивĕçлĕ условисем туса парасси. Вĕсен пурнăç тăршшĕн ÿсĕмне вăтамран 80 çултан ирттересси", - терĕ В.Путин.

Регионсенче медицина учрежденийĕсен ĕç-хĕлне пĕтĕмлетнĕ май, вĕсене май пур таран çĕнетсе пымаллине, çĕнĕ медицина оборудованийĕсемпе тивĕçтермеллине, онкоцентрсем уçмаллине, пациентсене пахалăхлă медицина пулăшăвĕ памаллине каларĕ. Палăртма кăмăллă: пирĕн республикăра ял çĕрĕнче фельдшерпа акушер пункчĕсене тăвас ĕç ăнăçлă пурнăçланать. "Земство тухтăрĕ" программа та вăйра. Ядерлă медицина центрĕ уçассипе те ĕçлеççĕ.

Пĕтĕмĕшле каласан пурнăçламалли ĕçсем чылай, вĕсене пурте пĕр шухăшлă пулсан пурнăçа кĕртме пулĕ. Раççей Президенчĕ В.Путин "тÿрĕ линире" кашни ыйтăвне тĕплĕн те уçăмлăн хуравларĕ.

И.ДАНИЛОВА, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пай редакторĕ:

"Раççей Президенчĕн В.Путинăн çулсеренхи "тÿрĕ линийĕ" кăçал та, яланхилли пекех, çĕршывра пурăнакан халăха экрансемпе радио умне пухрĕ. Президента ыйту парас е хăйсен шухăш-кăмăлĕпе паллаштарас çынсен шучĕ темиçе миллиона та çитрĕ. Çакă халăх çĕршыври лару-тăрупа, унăн пуласлăхĕпе кăсăкланнине туллинех çирĕплетет. "Тÿрĕ лини" вăхăтĕнче тĕрлĕ темăсене хускатрĕç - çĕршывăн шалти тата тулаш экономикипе, политикăпа, налуксемпе, специалистсем валли ĕç вырăнĕсем çитменнипе, ĕç укçине ÿстерессипе, нумай ачаллă çемьесене çĕр парассипе, пурнăмалли çурт-йĕрпе, экологипе çыхăннă тата ытти пĕлтерĕшлĕ ыйтусене те сÿтсе яврĕç. Владимир Владимирович сăмахĕсем тăрăх, çĕршывăн кашни сферинчех çирĕп аталану палăрать. Паллах, çынсене сывлăх сыхлавĕнчи лару-тăру та кăсăклантарать. Специалистсем çĕршывра çынсен пурнăç тăршшĕ ÿссе пынине паян кăна мар палăртаççĕ, "тÿрĕ лини" вăхăтĕнче Президент çакăн пирки тепĕр хут аса илтерчĕ. Хальхи саманара рак чирĕ алхасни никамшăн та вăрттăнлăх мар. Чире маларах тупса палăртма мерăсем йышăнни, ядерлă медицинăна аталантарассине тимлĕх уйăрни, медицина учрежденийĕсене опытлă специалистсемпе тивĕçтерни, çĕнĕ онкоцентрсем уçни ракпа кĕрешмелли, чирлĕ çынсен шутне чакармалли тĕп çул-йĕр пулнине, асăннă ыйтупа ятарлă программа хатĕрлеме пуçланине, ăна пурнăçлама укçа-тенкĕ пăхса хăварнине каларĕ çĕршыв Пуçлăхĕ. Çакă кашни çыннах пуласлăха хăрамасăр пăхма шанăç кÿрет".

А.НИКОЛАЕВА, "Хĕрлĕ ялав" хаçатăн пай редакторĕ:

"Июнĕн 7-мĕшĕнче РФ Президенчĕн "тÿрĕ линийĕ" иртрĕ. Калаçу ытларах хамăр çĕршыв халăхĕн пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе пычĕ. Унта ытларах политика теми тавра ыйтусем пачĕç. Эпĕ ĕçлекен пенсионер пулнăран мана ытларах вĕсем çинчен калаçни интереслентерчĕ. Пенсие тухассин çулне ÿстерес пирки В.Путин пăхса тухса çитес вăхăтсенчех хуравласса шантарчĕ. Унсăр пуçне тивĕçлĕ канурисен пурнăç условийĕсене лайăхлатассишĕн тăрăшни пирки каларĕ. Пенсионерсен тупăшне ÿстерессине Правительствăра пăхса тухмаллине палăртрĕ. Кĕскен каласан В.Путин пенсионерсене пур енĕпе те тĕрев кÿресси пирки калани мана килĕшрĕ".

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика