А.Сорокина, Тупахри клубăн культорганизаторĕ: «РФ Конституцине, чĕлхепе культура çинчен калакан 68-мĕш статьяна, улшăнусем кĕртме палăртнине ырласа йышăнатăп. «Раççей Федерацийĕнче культура — унăн халăхĕн тĕлĕнмелле пуянлăхĕ. Патшалăх культурăна пулăшать тата сыхлать» текен сăмахсем наци культури малалла унчченхинчен те ăнăçлă аталанасса шантараççĕ».
Л.Цыфаркина, чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ, Чупайĕнчи тĕп шкул: «Атте-анне чĕлхине, юрри-кĕввине нихăçан та манмалла мар. Ку вăл пирĕншĕн чи хаклă пурлăх. Çакна Конституци шайĕнче çирĕплетни çĕршывра пурăнакан кашни халăхшăн, çав шутра чăвашсемшĕн те, пысăк пĕлтерĕшлĕ. Тăван чĕлхене шкулта вĕрентме, ăна малалла аталантарма условисем туса пани халăхсен пуян еткерлĕхне упраса хăварма май парĕ».