004Паян Вăрмар район администрацийĕн ларусен залĕнче коронавирус инфекцийĕ сарăлассипе кĕрешес енĕпе ĕçлекен ушкăнăн канашлăвĕ иртрĕ. Канашлăва ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, райадминистраци пуçлăхĕ А.Васильев, РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн начальникĕ Ю.Михеев, район больницин тĕп врачĕ Н.Светлова, райадминистрацин пай пуçлăхĕсем, Роспотребнадзорăн Чăваш Енри Управленийĕн представителĕ тата ыттисем те хутшăнчĕç. Вĕсем коронавирус инфекцийĕпе çыхăннă районти лару-тăрăва сÿтсе яврĕç, инфекци сарăлассипе кĕрешсе пурнăçланă ĕçсене пăхса тухрĕç, хăрушсăрлăх мерисене пăхăнмаллине халăх патне малалла та çитермелле тесе палăртса хăварчĕç. Çимĕк çитсе пынă май, масарсене çÿрессине вăхăтлăха чарнине кура, дежурнăй ушкăнсем йĕркелемелли пирки калаçрĕç. Канашлу хыççăн ĕçлĕ ушкăн членĕсем Вăрмар поселокĕнчи «Пятерочка», «Органика» лавккасене, райпо аптекине çитсе курчĕç, хăрушсăрлăх мерисене мĕнле пăхăннине тĕрĕслерĕç.

/Тĕплĕнрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн çитес номерĕнче/.

И.Данилова.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Июль 2020
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика