Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев хушăвĕпе ялсенче хушма хуçалăхра /ЛПХ\ тăрăшакансене малашне патшалăх енчен укçа-тенкĕ парса пулăшĕç. Енчен те хуçалăхра вăй хуракансем сăвакан пĕр ĕне усраççĕ пулсан 2300 тенкĕ, икĕ ĕне пулсан — кашнийĕшĕн 3300, виççĕ е тата ытларах пулсан - кашнийĕшĕн 4300 тенкĕ куçарса парĕç. Регионта кун пек пулăшăва 22 пин хушма хуçалăх тивĕçессине те палăртнă. Республика хыснинчен пурĕ 185 млн тенкĕ укçа куçĕ. Укçапа июнь уйăхĕн вĕçĕнче тивĕçтерме пуçлĕç. Пулăшăва илес тесен, халăхăн ял тăрăхне заявлени çырмалла.
Çак çĕнĕлĕх пирки ял тăрăх пуçлăхĕсем тата ĕне тытакансем мĕн шухăшлаççĕ-ха.
О.Кузьмин, Кĕлкеш ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: ялсенчи хушма хуçалăхсене сăвакан ĕне тытнăшăн хавхалантарни пысăк пулăшу ĕнтĕ. Хальхи вăхăтра пĕрер ĕнеллисем 68 хуçалăх, 2-шер ĕне тытакансем - 12, 3 ĕне тытакансем виçĕ хуçалăх. Ĕне выльăха тытма ансатах та мар, тăкакĕ те пысăк, çавна кура халăха пулăшу кÿнине ырласа йышăнатăп. Ĕне тытакансем заявлени пама килнĕ чухне перекет кĕнеки е карта /укçана ăçта куçармаллине палăртма\ тата паспорт илсе килмелле.
Л.Чернова, Чулкас ял тăрăхĕнчи тĕп специалист: ялсенче хушма хуçалăхра сăвакан ĕне усракансене пулăшу пама кăларнă хушăва ырласа йышăнатăп. Пирĕн тăрăхра пурăнакансем те уншăн кăмăллине палăртаççĕ. Хушу тухнине пĕлсенех пирĕн пата ыйтупа килме пуçларĕç. Эпир куншăн питех те кăмăллă.
А.Андреев, хушма хуçалăхра 4 ĕне тытакан: выльăх-чĕрлĕхне ялта усрама пулать-ха, анчах та сĕтне вырнаçтарасси ума йывăрлăхсем кăларса тăратать. Туса илнĕ продукта лавккасенче сутакан пылак шывран та йÿнĕрех вырнаçтарас килмест. Тавтапуç, пулăшу кÿме кăларнă хушушăн. Вăл пире ĕне выльăх усрама хавхалантарĕ.