З.ПАВЛОВА, «Хĕрле ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕ умĕнче Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2019 çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. «Чăваш Ен наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессипе тĕллевлĕн ĕçлет», - тесе палăртрĕ О.Николаев. Ку сăмахсене цифрăсем те çирĕплетсе параççĕ. Сăмахран, республикăра вак тата вăтам бизнес аталанса пырать. Регионта вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем 45 пин ытла шутланаççĕ. Вĕсен пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 280 млрд тенкĕпе танлашать. Пирĕн районта вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕсем — 661. 2019 çулта вĕсен пĕтĕмĕшле таварçаврăнăшĕ 632,2 млн тенкĕпе танлашнă (101 процент). Ку лайăх кăтарту.

Чăваш Енре промышленность, строительство, ял хуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Ял хуçалăх отраслĕнче кăтартусем те курăмлă. Ял хуçалăх производствин индексĕ иртнĕ çул 105,2 процентпа танлашнă. Ку енĕпе Чăваш Ен Раççей регионĕсем хушшинче лайăх кăтартупа палăрать. Юлашки çулсекнче республикăра туса илнĕ ял хуçалăх продукцине ют çĕршывсене сутассин калăпăшĕ икĕ хут ытларах пулни чăннипех те пысăк кăтарту. Ял тăрăхĕсенче хресчен (фермер) хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. Палăртма кăмăллă: Вăрмар районĕ хăмла туса илессипе республикăра малтисен йышĕнче. 2019 çулта районти «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество хăмла пуçтарса тирпейлемелли çĕнĕ йышши агрегатсем туяннă. Çакă ĕç пахалăхне ÿстерме пулăшать. Ял территорисене аталантарассипе ытларах ĕçлемеллине, çавна май ял хуçалăх потребителĕсен кооперативĕсене аталантарасси çине тимлĕх уйăрмаллине те палăртнă Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика