Раççей Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă Пĕтĕм çĕршыври сасăлав кунне июль уйăхĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Коронавирус инфекцийĕпе чирлес хăрушлăха чакарас тата халăх йышлă пухăнассинчен сыхланас тĕллевпе сасăлава маларах та — июнĕн 25-30-мĕшĕсенче — хутшăнма май пулĕ. Кăмăл тăвакансем çак кунсенче килте, участковăй комисси членĕсем ĕçлекен обществăлла вырăнсенче те сасăлава хутшăнайрĕç. Регистраци вырăнĕпе пурăнман граждансем хăйсене меллĕ кирек хăш суйлав участокне те пыма пултарĕç. Çак тĕллевпе хуть те хăш нумай функциллĕ центрта, участок комиссийĕсене е патшалăх пулшăвĕн порталĕнче июнĕн 21-мĕшĕччен заявлени çырмалла пулнă.

Епле пулин те сасăлава хутшăнмалли тĕп кун июлĕн 1-мĕшĕ пулĕ. Çак кун ирхине 8 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен пур участоксем те халăха йышăнĕç. Хăвăрпа пĕрле паспорт пулмалла.

Вăрмар районĕн хисеплĕ çыннисем, сире пурне те сасăлава хутшăнма ыйтатпăр!

Вăрмарти суйлав комиссийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика