Раççей Конституцине улшăнусем кĕртессипе çыхăннă Пĕтĕм çĕршыври сасăлавне кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнче ирттерме палăртнă. Коронавирус инфекцийĕпе чирлес хăрушлăха чакарас тата халăх йышлă пухăнассинчен асăрханас тĕллевпе сасăлава маларах — июнĕн 25 — 30-мĕшĕсенче хутшăнма май туса панине «Хĕрлĕ ялав» хаçата вулакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. Суйлас кăмăллисем çак кунсенче харпăр хăй килĕсенче, участковăй комисси членĕсем ĕçлекен обществăлла вырăнсенче сасăлава хутшăнма пултараççĕ. Çак кунсенче ирхине 8 сехетрен пуçласа 20.00 сехетчен пур участоксенче те халăха йышăнĕç.

Июнĕн 25-мĕшĕнче районти культура çуртне 9 сехет иртсен çитрĕм. Комисси членĕсем пурте вырăнта. Суйлавçăсем кĕрекен вырăна дезинфекциленĕ япала хунă, кĕрсенех коронавирус чирне хирĕç асăрхаттарса калаçу ирттереççĕ, алăсене дезинфекцилекен шĕвекпе саптараççĕ, пĕрчеткесемпе маскăсем параççĕ, ÿт температурине виçеççĕ, дистанцие пăхăнма ыйтаççĕ. Бюльлетень илнĕ вăхăтра та дистанцие пăхăнмалла, паспорта вĕсем алла тытмасăр пăхса илеççĕ. Çак вăхăт тĕлне 10 çынна яхăн пырса хăйсен сассисене панине пĕлтерчĕç.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика