Паян, июлĕн 1-мĕшĕнче РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе çыхăннă сасăлавăн юлашки кунĕ. Июлĕн 1-мĕшĕ сасăлавăн тĕп кунĕ пулин те Кивĕ Вăрмар ял тăрăхĕнче пурăнакансен 83 проценчĕ — 980 çын июлĕн 1-мĕшĕччен сасăласа ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Кивĕ Вăрмарти 1524 номерлĕ сасăлав участокĕн комиссийĕн председателĕ Л.Аршинова пĕлтернĕ тăрăх сасăлав участокĕнче кунне 4 хутчен дезинфекци туса ирттереççĕ, сасăлава пур йĕркене пăхăнса ирттереççĕ. Сасăлаттарма çынсем ыйтаççĕ пулсан килсем тăрăх та çÿреççĕ. Комисси 9 çынран тăрать. Кунта килекенсене пурне те маскăпа, перчеткесемпе, ручкăсемпе тивĕçтереççĕ, дистанцие пăхăнса ÿте перĕнмен термометрпа виçеççĕ. Ку тивĕçе Олег Иванович Мясникова шанса панă. Вăл кунта килекенсене пурне те хÿтĕлев хатĕрĕсем парса тăрать. Кунти йĕркелĕхе Чăваш Республикинчи шалти ĕçсен министерствин сотрудникĕсем тĕрĕслесех тăраççĕ. 

IMG 8101ъĕIMG 8111IMG 8116

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика