Июль уйăхĕн 23-мĕшĕнче ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерствин коллегийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Олег Николаев хутшăннă.
— Транспортпа çул-йĕр нумай ыйтуллă отрасльсен йышне кĕрет. «Чăвашавтотранс» панкрута тухсан ыйту татах çивĕчленнĕ. Ыйту пур тăк ăна татса памаллах. Акă аэропорта юсамалли пирки тахçанах калаçатпăр, анчах паянхи кун та лав вырăнтан тапранман. Транспортпа çул-йĕр инфратытăмне çĕнетнĕ чухне те хальхи йышши технологисемпе усă курма тивĕç. Комплекслă программăпа килĕшÿллĕн тума палăртнă проектсене пурнăçа кĕртсен лару-тăру лайăхланасса шанатăп, — тенĕ Олег Алексеевич.
Транспорт министрĕ Владимир Осипов шăпах çак программăна кĕртнĕ самантсем çинче чарăнса тăнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн республикăри çул-йĕрĕн 28 проценчĕ кăна норма требованийĕсене тивĕçтерет. «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» проект пулăшнипе 2017-2019 çулсенче 349 километр çула юсанă, 4,5 километр çĕнĕ çул тунă. Вĕсене тумашкăн тĕрлĕ бюджетран 5 миллиард тенкĕ уйăрнă. «Кĕперсем тĕлĕшпе те ыйту нумай. Республикăри 109 кĕпертен 65-шне кивелнисен йышне кĕртнĕ. Пĕлтĕр 1 кĕпер кăна юсанă, кăçал 3 кĕпере çĕнетме пуçланă», — тенĕ Владимир Михайлович.
Вăрмар районĕнче кăçал çулсене юсама «Хăрушлăхсăр тата пахалăхлă çулсем» проект шайĕнче 11, 4 миллион тенкĕ уйăрнă. Район шайĕнче çак наци проекчĕпе килĕшÿллĕн «Вăрмар районĕнчи транспорт системине аталантарасси» муниципаллă программа ĕçлет. Ĕçсене пурнăçлакан подрядчиксене палăртнă. Пĕтĕмĕшле кăçал район территорийĕнчи 2,5 километр çула юсаççĕ. Çавăн пекех Комплеклă программа шайĕнче районти социаллă пĕлтерĕшлĕ тата агропромышленноç комплексĕпе апат-çимĕç туса илессипе, ăна тирпейлессипе ĕçлекен предприятисене илсе пыракан çулсене /пĕтĕмпе 11 объект/ тума проектсем хатĕрленĕ. Проект ĕçĕсене пурнăçа кĕртессипе малалла ЧР Транспортпа çул-йĕр хуçалăхĕн министерстви ĕçлет.