Июлĕн 29-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулчĕ. Ĕçлĕ çул-çÿреве вăл чи малтанах Ямпай ялĕнчен, унта пурăнакансемпе тĕл пулса калаçнинчен пуçларĕ. Сăлтавĕ ахальтен мар. Çак ялти Татьяна Филиппова Олег Николаев патне социаллă сеть урлă Ямпайĕнче клуб туса лартас ыйтупа тухнă. Олег Алексеевич ял çыннисемшĕн культура çурчĕ çав тери кирлине кура çак ыйтăва тимлĕхсĕр хăварма пултараймарĕ. Ирхине 10 сехет тĕлне Ямпай ял халăхĕ кивĕ клуб умĕнче пуçтарăнса О.Николаева кĕтсе илчĕ. Ĕçлĕ ушкăн членĕсем хушшинче ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, «Дентамед» тулли мар яваплă обществăн тĕп врачĕ Ю.Зорин, Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Н.Павлов, Чулкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Усков пулчĕç. Ямпайĕнче пурăнакансем ялти клуба пуçарулăх бюджечĕпе усă курса юсама палăртнă пулнă. Çак тĕллевпе вĕсем пурте пĕр шухăшлăн пулса укçа-тенкĕ те пуçтарнă. Ямпайсем туслă, ĕçчен халăх, анчах та культура мероприятийĕсене ирттермешкĕн пухăнмалли вырăн çук вĕсен. Сăмахран, кунтан Вăрмарти вăтам шкула вĕренме 25 ача çÿрет. Июлĕн 1-мĕшĕнче РФ Конституцине кĕртекен улшăнусене ырлассипе иртнĕ суйлава та ямпайсем алăк умĕнче кăна ирттернĕ иккен. Олег Алексеевич кивĕ культура çуртне хăй куçĕпе курнă хыççăн ăна юсаса аппаланмалла маррине пĕлтерчĕ, çĕннине тусан аванрах пулĕ терĕ. Çак ыйтăва икĕ эрне хушшинче пăхса тухма, проект хатĕрлеме вăл ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместительне В.Максимова хушрĕ.