IMG 8288Ямпай халăхĕпе тĕл пулса калаçнă хыççăн Олег Николаев Вăрмарти «Аквапром» тулли мар яваплă общество ĕçĕпе паллашрĕ. Кунта хĕрсе кайсах ĕç пырать. Предприяти гидроаккумуляторсем, пичкесем, шăвармалли шлангсем, мангалсем тата ыттине те туса кăларассипе ĕçлет. Кунта туса кăларакан продукци Чăваш Республикин территорийĕнче кăна мар, Санкт-Петербург, Пенза, Екатеринбург, Мускав, Красноярск хулисене те саланать. «Туса кăларакан продукци пахалăхлă, саккассем нумай, малашне ĕçе икĕ сменăпа та йĕркелесе яма палăртатпăр», - каласа пачĕ «Аквапром» директорĕ В.Павлов. Олег Алексеевич производство цехĕсенче пулса курчĕ, ĕç процессĕпе паллашрĕ. Кунта ĕçлекенсемпе интересленчĕ.

IMG 8299Ĕçлĕ çул-çÿрев малалла районти аталанса пыракан «Светлана» çĕвĕ фабрикине пулчĕ. Çĕвĕ фабрикин директорĕ Светлана Николаевна çĕвĕ цехĕсемпе паллаштарчĕ, хăйсен ĕçне еплерех йĕркелесе яни çинчен каласа пачĕ. Олег Алексеевич мĕнлерех йывăрлăхсем пуррипе кăсăкланчĕ. Светлана Николаевна пĕлтернĕ тăрăх, пирвайхи йывăрлăхсенчен пĕри кадрсем çитменнипе çыхăннă. Паянхи куна вĕсем предприятире тата тепĕр 30 çынна яхăн ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме хатĕр. Ял тăрăхĕсенче пурăнакансем те çĕвĕ филиалĕсем уçма ыйтаççĕ иккен. Конкуренци те пĕр вырăнта тăма памасть. Коллектива çамрăксем те килеççĕ. Амăшĕпе пĕрле çуллахи вăхăтра ĕçленĕ хыççăн яланлăхах ĕçе килекенсем те пур. Ытларах 40 çула çитмен хĕрарăмсем ĕçлеççĕ çĕвĕ предприятийĕнче. О.Николаев паташлăх енчен кÿрекен пулăшу мерисем çинче чарăнса тăчĕ, ĕçлĕ çыхăнусене тытса тăрасси пирки каларĕ.

Çĕвĕ предприятийĕ хыççăн Олег Николаев «Колосок» ача сачĕпе паллашрĕ. Кăçал ача садне тĕпрен юсама тытăннă. Кунта халĕ те ĕçлеççĕ. Августăн 20-мĕшĕ тĕлне ĕçсене вĕçлеме палăртнă. Ача сачĕн заведующийĕ Э.Васильева туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Вĕсене «Урмарская» КСО» коллективлă строительство организацийĕ пурнăçлать. Хальхи вăхăтра чÿречесене, хутса ăшăтмалли тытăма, çивиттине улăштарнă. Сантехникăна улăштармалла, шывпа тивĕçтерекен тытăма туса пĕтермелле. Олег Алексеевич юсав ĕçĕсене тĕплĕ туса ирттермеллине каларĕ.

Олег Николаев çитсе курнă тепĕр объект ку вăл Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ пулчĕ. Спорт шкулĕн директорĕ С.Архипов «Спорт — пурнăç никĕсĕ» регион проекчĕ шайĕнче туса ирттернĕ ĕçсемпе, малаллахи тĕллевсемпе паллаштарчĕ. Стадионра футбол уйĕ тумалли ĕçсене пурнăçлакан подрядлă организацие палăртмалли тапхăр пырать.

Стадионăн пуласлăхне сÿтсе явнă май, Олег Николаев кунта килнĕ граждансен ыйтăвĕсем çине те хуравсем пачĕ, тĕлпулăва пĕтĕмлетрĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика