IMG 8299«Иртнĕ эрнере ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев ĕçлĕ визитпа Вăрмар районĕнче пулнă май «Аквапром», «Светлана» тулли мар яваплă обществăсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ.

«Аквапром» гидроаккумуляторсемпе сарăлакан пичкесем туса кăларассипе ĕçлет. Район территорийĕнче вăл 2015 çулта йĕркеленнĕ. Паянхи кун çак предприятире поселокри тата кÿршĕ ялсенчи 15 çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Хальхи вăхăтра кунта ĕç вĕресе тăрать темелле. Çак кунсенче производствăна икĕ сменăпа йĕркелесе янă. Август уйăхĕнчен плана ÿстерсе гидроаккумуляторсемпе сарăлакан пичкесен шутне 15 пин штука çитермелле. Кунта туса кăларакан продукци Чăваш Республикин территорийĕнче кăна мар, Санкт-Петербург, Пенза, Екатеринбург, Мускав, Красноярск хулисене саланать. Предприятин 2019 çулхи таварçаврăнăшĕ 25 миллион тенкĕпе танлашнă. ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан О.Николаев производство цехĕсенче пулса курчĕ, ĕç процесĕпе паллашрĕ. Кунта ĕçлекенсемпе интересленчĕ. «Аквапромăн» аталану енĕпе ĕçлекен директорăн заместителĕ Сергей Николаевич Павлов Олег Алексеевичпа калаçнă май малашне производство калăпăшне ÿстерме оборудовани вырнаçмалăх 400 тăваткал метр, хатĕр продукци валли тата тепĕр 600 тăваткал метр лаптăклă ятарлă вырăнсем тума палăртнине пĕлтерчĕ. Олег Николаев сывпуллашнă май малашлăх тĕллевĕсене пурнăçлама ăнăçу сунчĕ.

Ĕçлĕ çул-çÿревпе ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ малалла «Светланăна» çул тытрĕ. Предприяти хĕллехи тата çуллахи ĕç тумĕсем, вырăн таврашĕсем, çуркунне-кĕркунне тăхăнмалли курткăсем, халатсем çĕлессипе ĕçлет. Вăрмар районĕнчи предприятисенче ĕçлекенсем шăпах «Светлана» тумне тăхăнаççĕ. Раççей рынокĕнчи пысăк компанисене те ĕç тумĕсемпе тивĕçтерет вăл. Вĕсен шутĕнче - «Восток-Сервис», «Авангард», «Урсус», «Экспертспецодежда» тулли мар яваплă обществăсем. Çĕвĕ предприятийĕнче паянхи кун 72 çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтернĕ. Çĕвĕ цехĕсемпе паллаштарнă май Светлана Белоусова ĕç калăпăшĕсене ÿстермешкĕн специалистсем çитменнине пĕлтерчĕ. Паянхи кун Белоусовсем хăйсен предприятине тата тепĕр 30 çынна яхăн ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтерме хатĕр. Тата тепĕр йывăрлăх — конкуренци. Районта çĕлекенсем нумай. Конкуренци пĕр вырăнта тăма памасть, çĕнĕрен-çĕннине шырама, аталану ыйтать

Коллектива çамрăксем те килеççĕ. Амăшĕпе пĕрле çуллахи вăхăтра ĕçленĕ хыççăн яланлăхах ĕçе вырнаçакансем те пур. Кунта ĕçлекенсен вăтам çулĕ 40 çулпа танлашать. «Специалистсем, çав шутра çĕвĕçсем, хатĕрлессипе ятарлă профессиллĕ вĕрентÿ тытăмĕ паянхи кун лайăх ĕçлет. Тĕллевлĕ вĕренме ярассипе усă курмалла. Çавăн пекех республикăри Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрăн районти уйрăмĕ урлă ĕçсĕр граждансене хатĕрлессипе ĕçлемелле. Ĕçе хăнăхса пынă вăхăтра малтан ĕçсĕр пулнă гражданина патшалăх енчен те субсиди парса пулăшаççĕ. Çакăн пек программăсемпе усă курмалла», - палăртрĕ хăйĕн шухăшне Олег Алексеевич.

Çак кун Олег Николаев «Колосок» ача садĕнче, А.Ф.Федоров ячĕллĕ Вăрмарти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пулса курчĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех çитес номерте.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика