IMG 9066

Сентябрĕн 9-мĕшĕнче Вăрмар район çĕрĕ çинче «Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ» республикăри обществăлла организацийĕн председателĕ Наталья Алексеевна Николаева пулчĕ. Чи малтанах вăл Вăрмар район администрацийĕнче район пуçлăхĕпе М.Пуклаковпа, район администрацийĕн пуçлăхĕпе Д.Ивановпа тĕл пулса калаçрĕ, Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕпе райадминистраци, хĕрарăмсен канашĕн вырăнти уйрăмĕн пĕрлехи тĕллевĕсене сÿтсе яврĕç вĕсем.

Наталья Алексеевна Чăваш Енри хĕрармăсен канашĕн председателĕ, ЧР пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаевăн мăшăрĕ, 5 ача амăшĕ, Вăрмар районĕнче пĕрремĕш хут пулса курнине пĕлтерчĕ, çавăнпа та хаваспах унпа паллашма кăмăл турĕ. Хĕрарăмсен канашĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн председателĕ В.Волкова, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекенсем, культура ĕçченĕсем, ял тăрăхĕсенчи ал ĕç ăстисем тата ыттисем те тăрăшнипе Вăрмарти чукун çул вокзалĕ тĕлĕнче чăвашсен историйĕпе кун-çулне паллаштаракан илĕртÿллĕ те пуян курав хатĕрленĕ. К.Ивановăн «Нарспи» поэминчи Сетнерпе Нарспи сăнарĕсене калăпласа хĕрпе каччă Наталья Алексеевнăна ĕлĕкхи йăла-йĕркепе çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Пысăк Енккассинчи «Еник» халăх фольклор ушкăнĕ çак вăхăтра таврана янраттарса чăваш юррине шăрантарчĕ. Сентябрĕн 9-мĕшĕ ахаль кун мар, Пĕтĕм тĕнчери илемлĕх кунĕ. Çут тĕнчере вара чи илемли — хĕрарăмсем. Пултаруллă та илемлĕ хĕрарăмсем çак кун пĕрле пуçтарăнни хăйне майлă символлă та пулчĕ тейĕн. Мероприятие ертсе пыракансем хатĕрленĕ сценари тăрăх Наталья Алексеевна илмелĕх патши пулчĕ çак кун. Вăрмар район çыннисен ал ĕçĕсемпе кăсăклансах паллашрĕ вăл.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Чăваш Енри хĕрарăмсен Канашĕн съездĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсенне вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев хĕрарăм пĕлтерĕшĕ çав тери хаклă та пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă. «Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче чăваш хĕрарăмĕсем йывăр ĕçе кÿленсе çулсем тунă, шăпах вĕсене пула республика малтисен ретĕнче пулнă. Тăван çĕршывăн Аслă Аттелĕх вăрçинче те хĕрарăмсем паттăрлăх кăтартнă. Сăр тата Хусан чиккисенчи хÿтĕлев рубежĕсене хăпартнă çĕрте ырми-канми тăрăшнă», - палăртнă О.Николаев çавăн чухне.

Вăрмар районĕнче те унăн сăмахĕсене тĕпе хурсах тенĕ пек иртрĕ мероприяти .

Тĕлпулу чукун çул вокзалĕн территорийĕнчен районти Уявсен залĕнче тăсăлчĕ. Кунта уявсен залĕн ĕçĕпе паллашрĕç. Ял тăрăхĕсенчи хĕрарăмсен канашĕсен председателĕсем валли мастер класс ирттернĕ. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Валентина Германовна Антонова чăваш хĕрарăмĕн шăпи, пĕлтерĕшĕ çинчен каласа панă.

IMG 8995

IMG 9003

IMG 9018

IMG 9062

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика