wIsUQiBirG4

Чăваш Енре, çавăн пекех пирĕн районта та Чăваш Республикин Пуçлăхне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйламалли кун пуçланчĕ. Суйлавçăсене меллĕ пултăр тесе тата хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе сасăлав виçĕ куна пырĕ : сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче.

Сентябрĕн 11-мĕшĕнче ирхине 8 сехетре 1532 номерлĕ Чупайĕнчи суйлав участокне халăх йышлăн килме тытăнчĕ. Хăшĕсем çемйипех ирех çитсе те тăнă. Çакна палăртса хăвармалла: сасăлав участокĕсенче пуринче те хăрушсăрлăх мерисене çирĕп пăхăнаççĕ. Сасăлав участокне кĕнĕ чухне бактерисене пĕтерекен кавирсем сарнă, дезинфекци хатĕрĕсем пур, пуринне те температура виçеççĕ /ÿте перĕнмесĕр\, маска, перчетке тата ручка параççĕ. 1532 номерлĕ Чупайĕнчи суйлав участокне сасăлама кайсан та çак требованисене çирĕп пăхăнса ĕçлеççĕ комисси членĕсем.

«Сасăлава хутшăнакансен нимĕнле вирус та ертме май çук. Участокра сасăлаттарнисĕр пуçне эпир сасăлавçăсен заявленисене тĕпе хурса çынсем патне киле кайса та сасăлаттаратпăр», - терĕ Чупайĕнчи суйлав участокĕн председателĕ Н.Семенова.

Ирхине 10 сехет тĕлне кунта пурĕ 23 çын килсе хăйсен сассисене пачĕ. 1533 номерлĕ Паттинчи суйлав участокĕнче вара çÿлерех асăннă вăхăт тĕлне 12 çын сасăланă.

«Сасăлава хутшăнни пирĕн республикăшăн тата унта пурăнакан кашни çыншăн пĕлтерĕшлĕ. Сасăлава хутшăнса çĕршыв, республика умĕнчи тивĕçе чыслăн пурнăçламалла тесе шутлатăп. Хамăр сасăсене парса эпир район, республика малашне татах та вăйлăрах аталанса пырасса шанатпăр. Пурне те мирлĕ тÿпе, тăнăç пурнăç сунатăп», - терĕ Афган вăрçинче паттăрлăх кăтартнă В.Дмитриев ветеран.

6xvyKv0J54M

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика