И.АЛЕКСЕЕВА, «РОСГОССТРАХ» тулли мар яваплă обществăн Чăваш Енри филиалĕн Вăрмар районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ: «Паян, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Олег Алексеевич Николаев Чăваш Республикин Пуçлăхĕн должноçне официаллă майпа йышăнчĕ. Мероприяти Оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Çакна эпир Чăваш Наци телерадиокомпанийĕн «тÿрĕ эфирĕнче» курма пултартăмăр. Суйлав умĕнхи тапхăрта Олег Николаевăн Халăх штабĕн йышĕнче пулнă май тивĕçлĕ кандидатшăн сахал мар ĕç турăмăр. Çивĕч тупăшура хамăр шаннă кандидат çĕнтерессе çирĕппĕнех ĕнентĕмĕр эпир.

Çак кун Раççей Федерацийĕн, Чăваш Республикин гимнĕсем янăрани уйрăмах мăнаçлăх туйăмĕ çуратрĕ. Зала чи малтанах Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Республикин Конституцийĕсене илсе кĕчĕç. Олег Алексеевич тĕп саккунсен кĕнекисем çине алă хурса Чăваш Республикин çутă пуласлăхĕшĕн çине тăрса ĕçлессе пĕлтерчĕ. Должноç йышăннă ятпа сумлă хăнасем килсе çитни уйрăмах пысăк чыс кÿрет Олег Николаева. Чăваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Н.Федоров, «Единая Россия» политика партийĕн Атăлçири регионсем хушшинчи координаци канашĕн руководителĕ В.Тимченко, «Справедливая Россия» партин фракцийĕн ертÿçи С. Миронов тата ыттисем те. Пурте вĕсем Олег Алексеевича пысăк должноç йышăннă ятпа саламларĕç, регион аталăнăвĕшĕн малашне пĕрле ĕçлессине пĕлтерчĕç.

Н.ИВАНОВА, Вăрмар район администрацийĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ: «Паян, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти иртнĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Суйлавĕнче чи нумай сасă пухса çĕнтернĕ Олег Алексеевич Николаев яваплă должноçе официаллă майпа йышăннă. Торжествăлла мероприятинче РФ Президенчĕн Федерацин Атăлçи округĕнчи, РФ Федераци Канашĕн, политика партийĕсен представителĕсем, РФ Патшалăх Канашĕн депутачĕсем, республикăри патшалăх органĕсен руководителĕсем тата ыттисем те пулнă. Эпир вара, Вăрмар районĕнчи вĕрентÿ тытăмĕн ĕçченĕсем, пысăк сцена çинче мĕн пулса иртнине онлайн мелпе куртăмăр. Мероприятине хутшăнакансем сцена çине тухса Олег Алексеевича ырласа сăмахсем каларĕç, унăн яваплăхне, ĕçченлĕхне палăртрĕç. Присяга панă чухне Олег Алексеевич Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлама, халăх ырлăхĕшĕн вăй хума шантарчĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл Чăваш Республикин 2020-2025 çулсенчи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Комплекслă программи çинче чарăнса тăчĕ, çав шутра вĕрентÿ тытăмне аталантарассин пĕлтерĕшне те палăртса хăварчĕ. Олег Алексеевич республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан пулнă чухне тунă пысăк ĕçсене эпир пурте курса хаклама пултартăмăр, çавăнпа халĕ те, вăл çак должноçе официаллă майпа йышăннă хыççăн, чăваш халăхĕшĕн тăрăшса тăван Чăваш Ене çирĕп алăпа ертсе пырасса иккĕленместпĕр».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика