З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: Раççей Федерацийĕн Президенчĕ В.Путинпа иртнĕ пресс-конференцине хамăр çĕршыври тата ют çĕршывсенчи массăллă информаци хатĕрĕсен журналисчĕсем, Раççейĕн търлъ регионъсенче пурăнакансем «т(ръ лини» форматпа хутшăнчĕç. Вĕсен енчен çĕршывра экономика, промышленность, ял хуçалăх отраслĕсен аталанăвĕпе, тĕрлĕ наци халăхне хăрушсăрлăхпа тивĕçтерессипе, пĕтĕм тĕнчери терроризма, коррупцие хирĕç кĕрешессипе, çĕршывăн хăйне-хăй хÿтĕлеслĕхне ÿстерессипе, экологие сыхласа хăварассипе тата ытти темăсемпе çыхăннă ыйтусем пулчĕç.
Владимир Владимирович пресс-конференцире журналистсен ыйтăвĕсем çине хуравланă май çĕршывра ял хуçалăх производстви еплерех аталанса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Палăртма кăмăллă: ял хуçалăхĕнче кăтартусем лайăхланнă. Ÿсĕм иртнĕ çулсемпе танлаштарсан ытларах та пулмалла. Çавна май ял хуçалăх отрасльне аталантарас тĕллевпе патшалăх енчен пулăшу кÿресси те ÿссех пырĕ. «Промышленность производстви хальхи çăмăл мар лару-тăрура кăштах йывăрлăхсем тÿсет пулин те, çулталăк вĕçнелле кăтартусем лайăх еннелле улшăнасса шанас килет», - терĕ В.Путин.
Тĕнчере коронавирус алхасни пурне те пăшăрхантарать. Çавна май РФ Президенчĕ В. Путин патне чылай ыйтусем пулчĕç. Владимир Владимирович палăртнă тăрăх, пандемие хирĕç кĕрешессипе чылай ĕçсем туса ирттереççĕ. Ку енĕпе пирĕн çĕршывра 40 медицина центрĕ туса хунă (вĕсенчен вăтăрăшне РФ Оборона министерстви кĕске вăхăтра хăпартса лартнă) тата регионсем хăйсем тепĕр 10 медицина центрĕ хăпартнă. Унсăр пуçне Раççей регионĕсене коронавируса хирĕç кĕрешессипе медицина препарачĕсемпе тивĕçтереççĕ, вакцинаци тăвассипе ĕçлеççĕ. «Хальхи вăхăтра медицина сферинче кадрсем çитменни те чăрмавсем кÿрет. Мĕнпур йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пирĕн пĕрле пĕр шухăшлă пулса ĕçлемелле»,- терĕ В.Путин.
Раççей Президенчĕ В.В.Путин кашни ыйтăва тĕплĕн те уçăмлăн хурав пачĕ.