Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев февралĕн 2-мĕшĕнче Правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен ĕç векторĕсене палăртакан тĕп документпа — Çырупа — ЧР Патшалăх Канашне тухрĕ.

Чăваш Ен аталанăвĕпе çыхăннă тĕп тĕллевсене палăртнă унта. Çав шутра çынсен пурнăç тăршшĕне тăсасси, чухăнлăх шайне чакарасси, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнакансен йышне ÿстересси. Тĕп тĕллевсене пурнăçласа пырасси пурнăçри тĕрлĕ сферăсемпе тÿрремĕнех çыхăнса тăрать. Социаллă сфера, вĕрентÿ, медицина тата ытти те. Пандеми пурне те пĕрлештерчĕ, çитменлĕхсене те уçăмлатрĕ. «Ĕмĕр пурăн, ĕмĕр вĕрен», - текен ваттисен сăмахĕпе çыхăнтарса Олег Алексеевич вĕрентÿ аталанăвĕ çинчен чылай каларĕ. Пуçламăш классенче вĕренекенсене тÿлевсĕр апатлантарма пуçланă хыççăн пĕтĕмĕшле апатлану тытăмĕнчи йывăрлăхсем палăрчĕç.

Çавăнпа та республикăри малта пыракан шкулсене вĕренекенсене пахалăхлă апат çитерессипе муниципалитетсенчи шкулсем çумне куратор вырăнне çирĕплетрĕç. Тĕслĕхрен, менюна тăпăрчран тунă запеканка кĕртме йышăннă. Чăваш чĕлхине аталантарассипе те курăмлă ĕçсем тума йышăннине пĕлтерчĕ Олег Алексеевич. Çав шутра Чăваш Республикин Вĕрентÿ министерствине шкулта чăваш чĕлхине вĕренмелли çĕнĕ учебник хатĕрлеме хушнă. Республикăра вĕрентÿ аталанăвĕнче наци проекчĕсен тÿпи пысăк. Вăрмар районĕнче «Вĕрентÿ» наци проекчĕн регион шайĕнчи 6 проекчĕ пурнăçланать. Вĕсенчен пĕри вăл «Социаллă активлăх» регион проекчĕ. Вăрмар районĕнче 400 ытла доброволец, 13 вĕрентÿ учрежденийĕнче волонтер отрячĕсем ĕçлеççĕ. Волонтерсем экологи ыйтăвĕсене татса парас ыйтусене хутшăнаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлаççĕ, çамрăксем хушшинче пирус туртасси, алкогольпе наркомани сарăлассине хирĕç тăрăшаççĕ.

Олег Алексеевич республикăра çурт-йĕр строительствин калăпăшĕсене ÿстермеллине каларĕ. Çакă пирĕн района та тÿрремĕнех пырса тивет. Вăрмар районĕнче 2016 çултанпа нумай хваттерлĕ çуртсем хăпартман. Паянхи кун тĕлне çак ыйту çав тери актуаллă та пĕлтерĕшлĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, унăн заместителĕ Н.Ивановăпа строительство организацийĕн представителĕсемпе тĕл пулса Вăрмар поселокĕнчи Заводская тата Порфирьев урамĕсенчи çĕр участокĕсем çинче нумай хваттерлĕ çурт хăпартса лартас ыйтăва сÿтсе явнă.

Çапла иртнĕ çулхи кăтартусене, кăçал ĕçлемелли тĕллевсене палăртрĕ Олег Николаев хăйĕн Çырăвĕнче.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика