Февралĕн 2-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Хаклă документра, йăлана кĕнĕ йĕркепе, региона аталантарас çул-йĕре палăртнă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă.

Çырура, яланхи пекех, спортпа физкультура сферине те пысăк тимлĕх уйăрнă. Çапла пулмасăр, республикăра пурăнакансем сывă пурнăç йĕркине тытса пынинчен, спортпа тата физкультурăпа туслă пулнинчен халăх сывлăхĕ тÿрремĕнех килет. Çынсен пурăнаслăх çулĕсем ÿсни те çакăнпах çыхăннă мар-и-ха? «Сывă пурнăç йĕркине тыса пыни сывлăха çирĕплетме те, сиенлĕ йăласене профилактикăлама та пулăшать. Спорт инфраструктурине аталантарассине, спортăн перспективлă тĕсĕсене тĕрев парассине малалла тăсмалла», — çапла палăртнă хăйĕн Çырăвĕнче республика Пуçлăхĕ.

Спорт аталанăвĕ пирки калаçатпăр пулсан Вăрмар районĕнче ку енĕпе мĕнле ĕçсем пурнăçланни пирки те чарăнса тăрар-ха. Районта «Демографи» наци проекчĕн «Спорт — пурнăç йĕрки» регионти проектне пурнăçа кĕртессипе активлă ĕçлеççĕ. Проект шайĕнче А.Ф.Федоров ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен Вăрмарти спорт шкулĕн тĕп юсавĕн иккĕмĕш тапхăрĕ иртнĕ. Кунта 10 миллиона яхăн тенкĕлĕх юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Çак укçа-тенкĕпе спорт шкулĕн çивиттине тĕпрен юсанă, стенасене сăрланă, спортзалти урайне çĕнĕрен сарнă, хывăнса тăхăнмалли тата çăвăнмалли пÿлĕмсене юсанă. «Ĕçпе хÿтĕлеве хатĕр» /ГТО\ Пĕтĕм Раççейри физкультурăпа спорт комплексĕн нормисене пурнăçлама хатĕрленме тата вĕсене пурнăçлама Вăрмар поселокĕнчи культурăпа кану паркĕнче тренажерсемпе тивĕçтернĕ ятарлă вырăн хута кайнă. Çавăн пекех поселокри тĕп стадионта 26,9 миллион тенкĕлĕх футбол уйĕ тума пуçланă. Пĕтĕмлетсе каласан, пирĕн районта пурăнакансемшĕн спортпа тата физкультурăпа туслă пулма, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма условисем лайăхлансах пыраççĕ.

И.ДАНИЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Март 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 31

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика