З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.Николаев Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕпе паллаштарчĕ. Асăннă мероприятие 400 яхăн çын хутшăннă. Хăйĕн калаçăвĕнче О.Николаев 2020 çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртнă.

Чăваш Енре промышленность, строительство, ял хуçалăхĕ пысăк хăвăртлăхпа аталанса пыраççĕ. Ялхуçалăх отрасльне тĕрев парассипе чылай ĕçсем туса ирттернĕ. Сăмахран, ял хуçалăх техникине туяннă чухне унăн тăкакне саплаштарасси, хресчен /фермер/ ĕçне пуçăнакансем валли патшалăх субсиди уйăрни тата ытти те. Çакă ял тăрăхĕсенче хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. «Хăмла çитĕнтерессипе ытларах тăрăшмалла, çавна май хăш район ку енĕпе тухăçлăрах ĕçлеме пултарнине палăртмалла», - терĕ Олег Алексеевич ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче. Палăртма кăмăллă: юлашки çулсенче пирĕн районта хăмла туса илессипе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество ăнăçлă ĕçлесе пырать. Вĕсен хăмла участокĕн лаптăкĕ 30 гектарпа танлашать. Иртнĕ çул вăтам тухăç пĕр гектартан 16,5 центнерпа танлашнă. Пурлăхпа техника базине те çулран-çул çирĕплетсе пыраççĕ вĕсем. 2019 çулта «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество 12 миллион тенкĕлĕх хăмла типĕтекен агрегат туяннă. Эппин Вăрмар районĕ кăçал та хăмла çитĕнтерессипе малта пыракан районсенчен пĕри пуласса шанас килет.

Иртнĕ çул пирĕн республикăра наци проекчĕсем вĕрентÿ, медицина, культура сферинче ăнăçлăн пурнăçланса пынă. Яллă вырăнсенче культура çурчĕсем, фельдшерпа акушер пункчĕсем, шкулсем хăпартнине палăртрĕ О.Николаев. Çавăн пекех республикăра туризма аталантарассипе чылай ĕçсем пурнăçламаллине каларĕ вăл.

«Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăвĕнче палăртнă задачăсем республикăна аталантармалли тĕп тĕллевсем шутланаççĕ, вĕсене пурнăçласси Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла», - тенĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев.

З.ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика