IMG 1220IMG 1222IMG 1224

IMG 1214IMG 1218

IMG 1207IMG 1210IMG 1211IMG 1213

IMG 1186IMG 1188

Хĕвел пире хăйĕн ăшшипе ытларах та ытларах савăнтарма пуçларĕ, кун вăрăмланни самаях сисĕнме пуçларĕ. Çуркуннен пĕрремĕш уйăхĕ — март пырать. Вăрмарсем мартăн 6-мĕшĕнче хĕлпе сывпуллашса çуркуннене кĕтсе илсе Çăварни уявне ирттерчĕç. Районта çак кун харăсах тĕрлĕ мерприятисем иртрĕç.

Халăх çакăн йышши уявсемсĕр тунсăхласа çитнĕ ĕнтĕ. Поселокри тĕп площадьре янăракан хаваслă юрă-кĕвĕ пурне те хăй патне илĕртрĕ. Уйрăмах ачасем савăнчĕç. Ашшĕ-амăшĕ вĕсене лаша урапи çине лартса, пони çинче ярăнтарчĕç. Суту-илÿ вырăнĕсем те теттесемпе, тутлă апат-çимĕçпе, тĕрлĕ таварпа хăйсем патне илĕртрĕç. Тутлă шашлăк шăрши таврана сарăлчĕ. Сцена çинчен хаваслă юрă янăрама тытăнсан халăх пĕр çĕрелле пухăнчĕ, районти «Еник», «Парне», «Сарнар» халăх пултарулăх ушкăнĕсем илемлĕ юрăсем шăрантарчĕç. Вĕсене Дипломсем, укçан хавхалантарчĕç.

Уява Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов уçрĕ. Çăварни, çывхарса килекен Мартăн 8-мĕшĕ ячĕпе саламларĕ. Уяв вăхăтĕнче те Роспортребнадзор хушнисене пурнăçласа маскăпа перчеткесем тăхăнма, хÿтĕлев хатĕрĕсемпе усă курма сĕнчĕ. Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ А.Петров та район çыннисене уяв ячĕпе саламларĕ.

Шăпах мартăн 6-мĕшĕнче Вăрмар районне ертсе пынă, унăн аталанăвĕшĕн сумлă тÿпе хывнă Анатолий Иванович Егоров 70 çулхи юбилейне паллă тăвать. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов Анатолий Ивановича юбилей ячĕпе саламласа, хисеплесе райадминистрацин Хисеп грамотипе наградăларĕ. Вăрмарти культура çурчĕн ĕçченĕсем те хăйсен художествăлла пултарулăх номерĕсемпе, тĕрлĕ вăйăсемпе хăйсем патне илĕртрĕç.

Спорт çуртĕнче волейбол, шашка вăййисем иртрĕç. Халăх чунтанах савăнчĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика